АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Качака йышлă усраççĕ

08 ноября 2016 г.

Качака чăрсăр выльăх пулсан те хуçине пысăк усă кÿнине те пытарма кирлĕ мар. Çавăнпа чылай ялта юлашки тапхăрта çак выльăха ытларах усрама пуçлани сисĕнет. Ку чухне ăна аслă ăрури çынсен кил хуçалăхĕнче тăтăшрах тĕл пулатпăр. Вĕсем çак чĕмсĕр выльăха чылай чиртен хăвăртах сипленме пулăшакан сĕт панишĕн усраççĕ. Пурнăçра хура-шурне сахал мар курнисем качака сĕчĕ шăмăсене, иммунитета çирĕплетнине, чĕрепе юн тытăмĕн ĕçне лайăхлатнине, уйрăмах пĕчĕк ачасемшĕн усăллă пулнине пĕлеççĕ. Ехремкасси тăрăхĕнчи Пĕчĕк Кăканар ялĕнче темиçе хуçалăхрах çак выльăха курма пулать. Сăмахран, Мария Александрова качакасене темиçе çулах усрать. Çавăн пекех Мăн Кăканарти Раиса Брусниковăн, Георгий Никитинăн хуçалăхĕсенче те йышлă вĕсем. Аслă çулсенчисем качака пăхнине кура усă панине те пытармаççĕ. Сĕчĕ, ытти юр-варĕ те татăлмасть вĕсен сĕтелĕ çинчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика