11 ноября 2016 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа икĕ уйăх хыçа юлчĕ, сисеймĕпĕр те çулталăк вĕçленĕ. Çак тапхăр уйрăмах шкулсенче 11-мĕшĕнче вĕренекенсемшĕн яваплă. Вĕсен килти ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех хăйсем тĕллĕн те ăс-тăна çивĕчлетесси çине те пысăк тимлĕх уйăрма тивет. Çакă вара чи малтанах Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленессипе çыхăннă. 2015 çултанпа 11-мĕш класра пĕлÿ илекенсем тĕлĕшпе тепĕр çĕнĕлĕх те пурнăçа кĕме пуçларĕ. Вĕсен ППЭсене кĕме ирĕк илес тесен пĕтĕмлетÿ сочиненийĕ (изложени) çырмалла. Кун йышши тĕрĕслев ĕçне йĕркелени пĕрремĕшĕнчен, вĕренекенĕн пĕтĕмĕшле калаçу пĕлÿлĕхне, калаçу культури мĕнле шайра пулнине, шухăшлавне, хăйĕн шухăшне мĕнле уçса пама пултарнине хак пама пулăшать. Иккĕмĕшĕнчен - литература материалĕсене тĕпе хурса хăйĕн шухăшне мĕнле уçса панине тишкерме май парать.
Кăçал районти шкулсенче 11-мĕш класра пĕлÿ илекен 89 ача çак тĕрĕслеве хутшăнать. Сочинени çырса «зачет» илнисем çеç ППЭсене тытĕç. Шкул пĕтерекенсем халех 2016-2017 вĕренÿ çулĕнчи пĕтĕмлетÿ сочиненине хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă методика материалĕсемпе паллашма пултараççĕ. Вĕсене педагогика виçевĕн Федераци институчĕпе Раççейри вĕренÿ надзорĕ хатĕрленĕ, рекомендацисене ППЭĕн тата маларах асăннă ведомствăсен официаллă сайчĕсенче вырнаçтарнă. Методика материалĕсенче тĕрĕслев ĕçĕсене калăпăшне, тĕрĕс çырнине, литература çинче никĕсленнине, композици тата ыттисене шута илсе анализ тунă тĕслĕхĕсемпе паллашма пулать. Çавăн пекех пĕтĕмлетÿ сочиненине хатĕрленессипе çыхăннă сĕнÿсене вуласа тухни те вĕренекеншĕн ытлашши пулмĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, 11-мĕшсем вырăс литературипе сочинение декабрь уйăхĕн пĕрремĕш юнкунĕнче çыраççĕ. Кăçал вăл декабрĕн 7-мĕшне лекет. Тĕрĕслев ĕçне пурнăçлама 3 сехет те 55 минут уйăраççĕ. Пĕтĕмлетÿ сочиненине çырас тĕллевлĕ вĕренекенсен тĕрĕслев вăхăтĕччен икĕ эрне маларах хăйсем вĕренекен шкула ыйту çырмалла. Çавăн пекех иртнĕ çулсенче шкултан вĕренсе тухнисем те тĕрĕслеве хутшăнма пултараççĕ. Сочинение япăх çырнисем е шута илмелли тĕрлĕ сăлтавсене пула тĕрĕслев ĕçне килейменнисене валли ятарлă кун уйăрнă. Вĕсен 2017 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче тата март уйăхĕн 3-мĕшĕнче тепĕр хут сочинени çырма май пур.
Аслă классенче вĕренекенсен пĕтĕмлетÿ сочиненине ирттерессипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен Канаш 2016-2017 вĕренÿ çулĕнчи тĕрĕслеве валли çакăн пек темăсем хатĕрлесе çирĕплетнĕ: «Разум и чувсто», «Победа и поражение», «Честь и бесчестие», «Дружба и вражда», «Опыт и ошибка». Сĕннĕ темăсенчен кашниех хире-хирĕçле ăнлавсенчен тăрать. Çакă литературăри тĕрлĕ материала усă курса ачан шухăшне палăртма май парать.
Валентина СЕМЕНОВА,
районти вĕренÿ пайĕн методисчĕ.