АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçа тимлĕх кирлĕ

11 ноября 2016 г.

Çулсеренех ноябрĕн 13-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун çут çанталăк илемĕпе киленме пултарайман çынсем çинчен аса илтересси тĕп вырăнта тăрать.

Куç вăл - çыннăн чи кирлĕ органĕ. Курманнисен ытти органсем лайăх ĕçлеççĕ пулин те, темĕнле пулсан та сывă çынсем пек пурăнаймаççĕ. Кашни çыннах çак инкеке лекме пултарать. Катаракта, глаукома, сахăр диабечĕн чирĕсем тата куçа амантни суккăрлатма пултарнине манмалла мар.

Паян çĕршывра 124 миллион суккăр çын. Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çул тĕлне вĕсен йышĕ икĕ хут хăпарĕ. Элĕк районĕнче икĕ куçĕпе те суккăр 10 çын учетра тăрать. Çавăн пекех чылай вăхăт офтальмолог патне килменрен тата диспансер учетне тăманнисем те пур. Хăш-пĕр куç чирĕнчен сывалма пулать. Çавăнпа та куçа яланах тимлĕх уйăрмалла.

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче республикăри офтальмолог клиникин больницинче тата ноябрĕн 18-мĕшĕнче районти тĕп больницăн офтальмолог пÿлĕмĕнче Уçă алăксен кунĕ иртет.

Татьяна ФЕДОРОВА, офтальмолог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика