АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе вăхăчĕпе ĕçле…

09 декабря 2016 г.

2017 çулта уй-хире акса хăвармалли тĕш тырă культурисен вăрлăхĕ планпа палăртнă тăрăх 19450 центнер кирлĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем тырра çавăн чухлех хывса хăварнă. Вăл шутран 17350 центнер тĕрĕслев витĕр тухнă. Хальлĕхе 4276 центнер тĕш тырă кондициллĕ, 13074 центнер кондициллĕ марри паллă.

Çак цифрăсем вăрлăх пахалăхĕ тивĕçтерменнине палăртаççĕ. Сăлтавĕ - вăрлăхăн ытларах пайĕ таса мар, çÿп-çаплă пулни. Пур хуçалăхра лару-тăру пĕрешкел мар паллах. «Новый путь» кооператив ку енĕпе кашни çулах лайăх ĕçлесе пырать. Чăваш Сурăм тăрăхĕнче тырра вăхăтра пуçтарса кĕртессипе кăна мар, çав вăхăтрах унăн пахалăхне ÿстерессипе тата вăрлăха çĕнетессипе те тăрăшаççĕ. Ку хуçалăхра тĕрĕслеттернĕ 3625 центнертан 2276-шĕ кондициллĕ. Иртнĕ çул тĕрĕслеттернĕ 3561 центнер вăрлăхран 2718-шĕ кондициллĕ пулнă.

С.Александров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕ тыр-пул акса ÿстерес ĕçе аван йĕркелесе янă. Вăл та çуракинче паха вăрлăх акассишĕн халех тăрăшать. Ку хуçалăхра 2000 центнертан 1600-шĕ ака стандартне тивĕçтерет. В.Журавлев хресчен-фермер та вăрлăх хуçалăхĕнчи ĕçе вăхăтра пурнăçлассипе, кирлĕ пек тытса пынипе ырă енчен палăрать. Кунта тырă кондициллĕ, таса.

Пĕтĕмĕшле илсен, пур хуçалăх та тĕш-тырă культурисене çуракине хатĕрлессипе ĕçе пуçăнсах кайман. Вăрлăх хатĕр- лес ĕçе хăвăртлатни кашниншĕнех пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ çула кĕрсен вăхăт шуни те сисĕн- мест, ака тапхăрĕ те çитет. Таса мар тырăсене алама та сахал мар вăхăт кирлĕ. Çитменлĕхсене эпир яланах куратпăр. Анчах та унпа пĕрлех ыррине те палăртас килет.

Районти кооперативсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем тĕш-тырă культурисене çулсеренех кăштах та пулин çĕнетме тăрăшаççĕ. «Элита» сортлă вăрлăха 3 процент туяннă. Çавăн пекех ытти пĕрремĕш репродукциллĕ вăрлăхсем çителĕклĕ. Тĕрĕслев витĕр тухнă вăрлăхăн 12495 центнерĕ (64 процент) - 1-4-мĕш репродукциллĕ.

Пĕлтĕр çак тапхăрта хуçалăхсем тырă вăрлăхне хатĕрлессипе ĕçе хăвăртлатман. Кăçал та çавнашкалах-ши вара; Иртнĕ çулсенче акмалли тырăна хĕле кĕричченех ака стандартне çитерни пулнă. Ял ĕçченĕсем уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн тÿрех тырра аласа тасатассипе тимлетчĕç. Халĕ ку йăлана пăрахăçлани куçкĕрет.

Çĕр улми туса илесси çине те хуçалăхсем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку, паллах, лайăх. Ăна тухăçлă ÿстерме хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Тымар çимĕç вăрлăхне çитес çул валли 19000 тонна хатĕрленĕ, унăн пахалăхне тĕрĕсленĕ. С.Волков, В.Узянов, «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» общество вăрлăха çĕнетсех пыма тăрăшаççĕ. Тухăçлă пулакан сортсем сахал мар вĕсен. Çапах та ытти хуçалăхсенче çĕр улми вăрлăхĕсем кивелсе пыни палăрать. Çавăнпа ăна çĕнетес тата вăрлăх валли суйлас ĕçе вăраха ямалла мар. Кирлĕ ĕçе маларах пуçăнни вара лайăхах. Паянхи ĕçе ырана хăварни килĕшÿсĕр. Çÿп-çаплă е тухăç паман вăрлăхпа уй-хире тухаймăн. Планпа палăртнине вăхăтра пурнăçласси тĕп вырăнта пулмалла.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика