АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш тумĕпе утă çулма тухни халĕ те асра

09 декабря 2016 г.

Клавдия Гаврилова Кĕçĕн Тăван ял шутне кĕрекен Хирлеп ялĕнче хресчен çемйинче 1943 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере тăхăр ача пулнă. Тĕрлĕ чир-чĕре пула тăватă ачи пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Тăван амăшĕ те вилсен амаçури амăшĕпе ÿснĕ Клавди тата унăн виçĕ пиччĕшпе Аркади шăллĕ. Дария ятлă иккĕмĕш амăшĕпе тĕп килте пурăннă Клавдия кайран та. Аслă çынни пыл хурчĕсем тытса тăнă. Пыл юхтарнă кунсенче тăванĕсен ачисене чĕнсе тин кăна пĕçерсе кăларнă çĕр улми йăвипе, пылпа хăналанă.

Клавдия ялти шкулта çичĕ класс вĕренсе тухнă. Вĕреннĕ вăхăтра каникулсенче яланах колхоза тухса ĕçленĕ. Шкул хыççăн та уй-хир бригадинче вăй хунă. Тем тĕрлĕ ĕç тунă вăл вăхăтра. Ялта вăтам шкул çуртне хăпартнă çĕрте тăрăшнă. Халь çав çурт пушăлла юхăнса ларни питĕ пăшăрхантарать Клавдия Гавриловнăна. Пĕр вăхăт сысна ферминче те ĕçленĕ.

Хăй вăхăтĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Кураккасси ялне качча кайнă Клавдия. Анчах каялла килмелле пулса тухнă унăн. Урăх мăшăрланас темен вăл. Халĕ килте Алеша ывăлĕпе кун кунлать. Ватлăх кунĕсенче маттур ывăл хÿтлĕхне курса савăнать Клавдия Гаврилова. Ялти Валерипе Георги пиччĕшĕсемпе вĕсен çемйисем кашни ĕçрех пулăшса пыраççĕ вĕсене. Хулара пурăнакан Аркади шăллĕ вара кил-çурта çĕнетме чылай пулăшу кÿнĕ, халĕ те час-часах килсе çÿрет. Кун пек тăвансем пур чухне çумра мăшăр çукки туйăнмасть те ĕнтĕ.

Çамрăк чух ытти хĕрсем пек тĕрлеме юратнă Клавдия. Хĕрсем чăваш тумне тĕрлесе тăхăннă малтанхи çулсенче. Клавдипе унăн тантăшĕсем утă çулма çав илемлĕ çипуçпа тухма тăрăшнă. Аякран пăхсан, карталанса утă çулакан хĕрсем калама çук илемлĕ курăннă. Çав вăхăтсем халĕ питех те савăк пек туйăнаççĕ Клавдишĕн. Хушăран вăл тĕрленĕ аркăллă юбкăсене тăхăнать, ытла янкăс курăнасран çиелтен халат уртса ярать.

М.ТУВАНСКАЯ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика