АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туй тăваççĕ те кайран уйрăлаççĕ

14 декабря 2016 г.

Районти ЗАГС пайĕ ноябрь уйăхĕн ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Пурĕ 53 акт çырнă. Ку уйăхра 13 ача çуралнă. Вĕсенчен - 6 арçын ача, 7 хĕрача. Пĕрремĕш «кайăк» 5 çемьене вĕçсе килчĕ. 6 çемьере - иккĕмĕш, тăваттăмĕш ача 2 çемьере çуралнă. Шел пулин те, вилекенсем нумайланса пыраççĕ. Ноябрь уйăхĕнче районти 25 çын ĕмĕрлĕхех куç хупнă. Пурнăçăн тĕрлĕ сăлтавĕсене пула 9 арçын тата 16 хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă. Çынсен вăтам пурăнаслăхĕ 51 тата 80 çулпа танлашнă.

Çав хушăрах ыррине те палăртма кăмăллă. Марш Мендельсонĕ 6 çемьешĕн янăранă. Вĕсене юратура, килĕшÿре пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма ырă суннă. Анчах та çав хушăрах уйрăлакансем те пулнă. Ку уйăхра 7 çемье арканнă. Ашшĕ ятне иккĕн йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика