АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш тăваççĕ

14 декабря 2016 г.

Ял çынни мĕн ĕлĕкрен çĕр ĕçĕпе аппаланнă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе тупăш илнĕ. Пухăннă укçа-тенкĕпе ачасене ура çине тăратнă, кил-çурт çавăрнă.

Иртнĕ кунсенче Урпаш ялĕнче пулма тÿр килчĕ. Ĕçчен те тăрăшуллă çынсем пурăнаççĕ кунта. Килĕренех йышлă выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, ырлăх-пурлăха ÿстерсех пыраççĕ. Альбина Фирсова, Арефийпа Людмила Ивановсем çулсеренех 4-5 пуç сумалли ĕне тытаççĕ. Ÿркенменскерсем çуллахи вăхăтра йышлă выльăха хĕл каçарма ытлă-çитлĕ апат хатĕрлеççĕ. Александрпа Галина Михайловсем, Анатолийпе Рена Яковлевсем те 4-шар пуç ĕне усраççĕ. Андрейпа Елена Ивановсем, Петрпа Любовь Давыдовсем 3-шер ĕне хĕл каçараççĕ. «Эпир мĕн ачаран ĕçе юратма вĕреннĕ. Ачасене те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса çитĕнтеретпĕр», - теççĕ ял çынисем.

Чăн та, çуллахи вăхăтра касу пăхнă чухне ачасен пулăшăвĕсĕр май çук. Ара, çулсеренех çуркунне касăва 50-а яхăн выльăх тухать-çке. Вĕсене пĕччен пăхаймăн. Арефий Иванов, Альбина Фирсова, Анатолий Яковлев хальхи пурнăç ыйтнипе электрокĕтÿçĕпе усă кураççĕ.

Урпашсем выльăх-чĕрлĕх йышлă усраса тупăш илеççĕ, сĕте, аш-какая патшалăха сутаççĕ.

В.НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика