14 декабря 2016 г.
Çырăнтару тапхăрĕ пырать. Çавăнпа хаçатçăсемпе пĕрле почтальонсемпе киоск ĕçченĕсем те умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшаççĕ.
Район центрĕнчи «Чăваш пичечĕ» киоск халăх йышлă вырăнта, вокзал çумĕнчех вырнаçнăран кунтан кунĕпех çын татăлмасть. Кашниех хăйне килĕшекен кăларăмсемпе интересленет. Киоскран хаçат çырăнса илекенсем те чылаййăн. Кил таврашĕнче кирлĕ япаласем те нумай кунта. Акă пĕрисем лотерея билечĕсене час-часах ыйтаççĕ пулсан, теприсене ача-пăча валли журнал, сăрласа илемлетмелли нумай тĕслĕ ÿкерчĕксем интереслентереççĕ.
Киоск ĕçне Любовь Максимова 2 çул йĕркелесе пырать. Унччен вăл 33 çул почта çыхăну уйрăмĕнче пĕр улшăнмасăр тăрăшнă. «Юратнă ĕç кăмăла çĕклет. Хамăн пурнăçа хаçат-журналпа çыхăнтарнăшăн пачах та ÿпкелешместĕп. Ир-ирех тин кăна «кăмакара» пиçсе тухнă хаçат-журнала алла илсе вулама тăрăшатăп. Унăн шăрши мĕне тăрать. Уйрăмах ра-йон хаçатне кăмăлласа вулатăп. Хаçатçăсем хăйсен кăларăмне пуян содержаниллĕ кăларма, ырă та усăллă статьясемпе тата хыпарсемпе паллаштарма тăрăшаççĕ. Çавăнпа та ăна вулакансем килĕштереççĕ. Кăçалхи çурçуллăхра «Пурнăç çулĕпе» хаçата киоскран 122 çын çырăннă», - ĕç-хĕлпе паллаштарать киоск ĕçченĕ.
Хаçат-журнал пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк пулнине, хаçат-журнала халăх патне çитересси йышпа пулса пыракан ĕç пулнине те палăртать вăл. «Пичет кăларăмĕ - информаци çăлкуçĕ. Ман шутпа, кашни килтех республикăра тата районта тухса тăракан пичет кăларăмĕсем пулмаллах», - тет Любовь Максимова.
Çырăнтару тапхăрĕ хĕрÿ вăхăт пулнине те пытармасть. Питĕшкасси, Чăваш Сурăм, Ехремкасси ял тăрăхĕсем, район администрацийĕ, «Хĕлхем» спорт шкулĕ, литературăпа таврапĕлÿ музейĕ, Элĕкри культура çурчĕ, тĕп библиотека, Элĕк вăтам шкулĕ пичет кăларăмĕсене кунтан илсе тăраççĕ. Çырăнтару вунăкунлăхĕнче 2017 çулхи çурçулта илсе тăма хаçат-журнала йÿнĕрех хакпа çырăнса илекенсен йышĕ ÿсни те савăнтарать ăна. Çав вăхăтрах пăшăрхантараканни те пур. «Чăваш пичечĕ» киоск малтан чиркÿ çумĕнче вырнаçнăран хаçат-журнал çырăнса илекенсен йышĕ нумайрах пулнине те асăнать Любовь Максимова. Киоска вокзал патне куçарсан пичет кăларăмĕсен тусĕсем çакна ырласах йышăнман-мĕн, хаçат-журнал çырăнакансен хисепĕ те чакнă.
Йывăрлăха пăхмасăр çак ĕçре пуян опыт пухнă Любовь Максимова çынпа вашават калаçать, пурин кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшать, умри тĕллевсене пурнăçласах пырать.
Вера МОРОЗОВА.