АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксене пĕрлештерекен юхăм

20 декабря 2016 г.

Çамрăксене пĕрлештерекен юхăм

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Элĕк вăтам шкулĕнче Раççейри шкул ачисен юхăмĕ ĕçлеме пуçларĕ. Темиçе çул каялла ачасене пĕр тĕвве пухакан нимĕнле организаци те пулманни вăрттăнлăх мар. Çак çитменлĕхе сирессипе патшалăх шайĕнче пуçару туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ юхăм пирĕн историре паллă йĕр хăварнă пионерин ырă йăлисем, тĕрлĕ юхăмсен паха опычĕ çинче никĕсленнĕ.

Любовь Андреева куратор палăртнă тăрăх, Раççей шкул ачисен юхăмне кĕнисем пурте маттур та пултаруллă. Ачасем харпăр хăй аталанассине, гражданла хастарлăха, çарпа патриот воспитанине тимлĕх уйăраççĕ. Акă декабрĕн 13-мĕшĕнче пулнă пресс-конференцие Элĕкри Раççей шкул ачисен юхăмĕн членĕсем те хастар хутшăннă. Çак юхăмăн председателĕ Яна Семкина каланă тăрăх, унта республикăри асăннă юхăмăн пилот площадкин лидерĕсемпе кураторĕсем хутшăннă. Пултаруллă яшсемпе хĕрсем интервью панă, хăйсен проекчĕсемпе паллаштарнă. Вĕсене ЮТВ телеканал ÿкернине те асăнчĕ Яна. Вăл Раççейри шкул юхăмĕ Элĕк шкулĕнче ĕçлеме пуçласан унта кĕресси пирки малтанах шутламан-ха. «Маншăн Раççей шкул ачисен юхăмĕ вăл вăйă кăна мар, вăл - ют хуласемпе регионсенче çĕнĕ туссем тупни. Асăннă юхăм хамăра хамăр аталанма май парать. Эпир кунта кашниех хамăр проектпа паллаштарма тата республика шайĕнче ăна хÿтĕлеме пултаратпăр», - каласа парать Яна Семкина. Юхăмăн членĕсен пурин те хĕрлĕ галстук тата значок пуррине те каларĕ çамрăк.

Дмитрий Львов та Раççей шкул ачисен юхăмне кĕнĕшĕн савăнать. Çакă вĕренÿре пысăк пулăшу панине, çĕнĕрен те çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕнине, пултарулăха малалла аталантарма майсем пуррине палăртать каччă. Дима каланă тăрăх, юхăмра пурин шухăшне те шута илни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Кашни эрнекун вара Элĕк вăтам шкулĕнче мĕн пулса иртнине радиопа итлеме пулать. Ку чухне тÿрĕ эфирта эрнери хыпарсемпе, шкул пурнăçĕпе паллашма май пур. «Эпир информацие хамăрах аслисен пулăшăвĕсĕр шкул тата «Хĕлхем» спорт шкулĕн сайтĕнче шыраса тупатпăр. Кашни эрнекун 8 сехет те 10 минутра тÿрĕ эфира тухса паллă пулăмсем çинчен каласа паратпăр, кунта ытти ачасене те хутшăнтаратпăр. Çавăн пекех шкулти конкурссене те эфирта пĕлтеретпĕр», - ĕç-хĕлпе паллаштарать радиокорреспондент Юлия Леонтьева.

Раççей шкул ачисен юхăмĕ ырă ĕç пурнăçлать. Акă иртнĕ кунсенче кĕçĕн класра вĕренекенсемпе хутран оригами тунă. Юхăмăн хастар членĕ Сергей Матвеев палăртнă тăрăх, ачасене çакă питĕ килĕшнĕ. Пĕчĕк шăпăрлансем аслисене татах хăнана чĕннĕ.

Вĕренекенсен пуçарăвĕпе ноябрь уйăхĕнче электрон журналăн пĕрремĕш номерĕ тухрĕ. Унпа Элĕк вăтам шкулĕн сайтĕнче паллашма пулать. Нумаях пулмасть иккĕмĕш номер те кун çути курчĕ. Унта ачасем Раççей шкул ачисен юхăмĕ вĕсен пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине çырса панă.

Çамрăксене пĕрлештерекен юхăмăн малашлăхĕ пысăк. Пĕр тĕвве пухăнса ĕçлесен çеç умри тĕллевсене пурнăçлама май пур.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика