23 декабря 2016 г.
Çĕнĕ çул - асамлăх парнелекен чи савăнăçлă уяв. Ун чухне ачасем çеç мар, аслисем те пурнăçра пĕр-пĕр ырă кĕтменлĕх пуласса шанаççĕ. Шăпăрлансем вара юмах тĕнчине пурăнакан Хĕл Мучи çак кун хăнана килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Элĕк тăрăхĕнчи 20 ача ĕнер районти социаллă пулăшу паракан центр пулăшнипе Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пĕчĕк тупăшлă çемьесенче пурăнакан шăпăрлансене валли йĕркеленĕ Елкăра пулчĕ. Вĕренекенсем юмахри сăнарсемпе пĕрле юрласа, ташласа çаврăнчĕç, спектакль курчĕç. Декабрĕн 24-мĕшĕнче вара Ураскилт, Шĕмшеш, Мăн Вылă шкулĕсенче пĕлÿ илекен, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан 10 ача Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов йĕркелекен уява кайĕç. Декабрĕн 26-мĕшĕнче вара Чăваш Наци Конгресĕ Чăваш Елки ирттерет. Унта пирĕн районтан Юнтапа шкулĕнче вĕренекен 7 ача каять. Тепĕр кунне вара Элĕк тăрăхĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсенче ырă тĕслĕхпе палăракан 61 ача район администрацийĕн пуçлăхĕн Çĕнĕ çул уявне пухăнать.