АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçупа телей парнеле, Çĕнĕ çул!

30 декабря 2016 г.

Ăнăçупа телей парнеле, Çĕнĕ çул!

Декабрĕн 27-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче район админис- трацийĕн пуçлăхĕн Елки шкулсенчи чи пултаруллă 61 ытла ачана пуçтарчĕ. Вĕренекенсене кĕтсе илме кунта тивĕçлипех ха- тĕрленнĕ. Фойере тĕрлĕ теттепе илемлетнĕ чăрăш вырнаçтарнă. Пысăк спортзалта вара юмахринчен кая мар чи илемлĕ вăрман пики тĕрлĕ-тĕрлĕ çутăпа çуталса ларать. Çĕнĕ çул уявне пухăннă вĕренекенсене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов саламларĕ.

- Çитес çул эсир татах та тăрăшулăхпа палăрасса, вĕрентекенсене, çывăх çыннăрсене пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарасса шанатăп. Шкулта пĕлÿ илнĕ тапхăрта тунă çитĕнÿсем сире малашлăхра тивĕçлĕ çул-йĕр суйлама пулăшчăр, - терĕ вăл. Çавăн пекех Александр Николаевич Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн стипендине тивĕçнисене сертификатсем пачĕ. Ыттисене вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ.

Элĕкри культурăпа кану керменĕн артисчĕсем уявра театрализациленĕ представлени кăтартрĕç. Хĕл Мучипе Юр пике вĕренекенсене пылак кучченеçпе сăйларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика