30 декабря 2016 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2016 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнчи Постановленийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин территорийĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăхшăн капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн укçа тÿлевĕн чи пĕчĕк виçи пĕр тăваткал метршăн 2017 çулта 5 тенкĕ те 80 пусран 6 тенкĕ те 8 пуса çити ÿсет.
Аса илтеретпĕр, пурăнмалли пÿлĕмшĕн тата коммуналлă пулăшусен тÿлевĕшĕн граждансене субсидипе тивĕçтереççĕ. Асăннă субсидипе граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен тÿлевĕн тăкакĕ граждансен пулма пултаракан чи пысăк тăкакĕпе, çемьен пĕрлехи тупăшĕнчен 22 проценчĕпе танлашать пулсан саплаштараççĕ.
Граждансен коммуналлă пулăшусен тÿлевĕшĕн субсиди илме право пуррине РФ Çурт-йĕр Кодексĕн 159-мĕш статйинче палăртнă. Ку çăмăллăхпа капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тÿленине çирĕплетекен документ пулсан тивĕçтереççĕ.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен тÿлевĕсемшĕн субсиди илессипе çыхăннă ыйтусем çине тĕплĕнрех районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем хуравлаççĕ.
А.ТЕРЕНТЬЕВ,
район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай начальникĕ.