АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăратлă хурсем çитĕнтерме палăртнине ырланă

10 января 2017 г.

Ăратлă хурсем çитĕнтерме палăртнине ырланă

Январĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Александр Николаевич район ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май экономика кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Ял хуçалăх производствин индексĕ 103,5 процентпа танлашнă. «2016 çулта тыр-пул пĕтĕмĕшле пухса илесси тата сĕт сăвасси ÿснĕ. Пĕр ĕнерен сĕт суса илесси вăтамран 6 пин килогрампа танлашнă. Ку кăтарту уйрăмах «Новый путь» хуçалăхăн пысăк, вăл ытти ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртмалла. Чăвашсурăмсем вăтамран пĕр ĕнерен иртнĕ çул 8 пин килограмм сĕт суса илнĕ», - палăртса каланă район администрацийĕн пуçлăхĕ.

2016 çулта районта темиçе инвестици проекчĕ пурнăçа кĕнĕ. Кăçалтан «РусБиоТех» предприяти хăйĕн ĕçне йĕркелет. Вăл тĕш тырă культурисене тата рапс ÿстерессипе ĕçлĕ. Çавăн пекех асăннă компани районти усă курман çĕрсене те пусă çаврăнăшне кĕртме палăртать.

Роман Ильин хресчен-фермер хуçалăхĕ вара Линовски ăратлă хурсене ĕрчетес тĕллевпе фермăра юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

- Ку енĕпе конкурентсем пулманран хурсем ĕрчетесси чăнахах та тупăшлă ĕç. Паянхи тапхăр пахалăхлă продукци ыйтать. Элĕксен вара экологи тĕлĕшĕнчен таса какай хатĕрлеме майсем çителĕклех. Ăна вара республикăра пурăнакансем çеç мар, тулашри рынокра та хапăлласах илесси иккĕлентермест, - палăртнă Михаил Игнатьев Элĕксен пуçарăвне ырласа.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика