13 января 2017 г.
2004 çултанпа вĕренÿре, бизнесра, наукăра, пултарулăх, ял хуçалăх, обществăлла ĕçсенче пысăк çитĕнÿсем тунă хĕрсемпе каччăсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине парса хавхалантараççĕ. Çулсеренех ăна республикăри пĕр пин çамрăк тивĕçет. 2004-2016 çулсенче Чăваш Енри 13 пин çамрăк çак стипендие илнĕ. Вĕсен шутĕнче вара кашни çулах Элĕк районĕн çамрăкĕсем пулнине те асăнмасăр иртме çук. Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çулта пултаруллă çамрăксемпе студентсене ятарлă стипенди парасси çинчен калакан черетлĕ хушăва алă пуснă. Кăçал çак стипендие районта тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен тата вĕренекен 11 çамрăк тивĕçнĕ.
Вĕсен йышĕнче Ураскилтри вăтам шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Ольга Андреева, ра-йон администрацийĕн вĕренÿ пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Арина Вонифатьева, «Авангард» ял хуçалăх предприятийĕнче механизаторта тăрăшакан Петр Петров, Элĕкри вăтам шкулта вĕренекен Николай Запасов, Денис Иванов, Селина Борисова, Евгений Федоров, Александр Свистков, Йăлкăш ял тăрăхĕнчи Çамрăксен канашĕн членĕ Сергей Павлов, Элĕкри Культурăпа кану керменĕнче ташă каçĕсене йĕркелекен Роман Протасов, «Хатĕрсене тата управлени тытăмне программăлакан ятарлă конструкторсен бюровĕ» тулли мар яваплă обществăра инженер-тĕпчевçĕре тăрăшакан Игорь Шивирев пур. Стипендиатсем çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕç.
Э.КУЗЬМИНА.