13 января 2017 г.
Вĕсем йывăр ыйтусене татса параççĕ, çын хуйхине ăнланса пулăшаççĕ. Çак сăмахсем пурте районти Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем çинчен. Унти хастарсем общество сывлăхĕшĕн те пăшăрханаççĕ. Вĕсем пурте хастарсем, этемлĕхĕн черчен пайĕсем ертÿçĕсенче тата çумĕсенче тимлеççĕ пулин те яланах халăх хушшинче пулма тăрăшаççĕ. Пĕр чăмăра пĕрлешнĕ тейĕн.
Хĕрарăм пурнăç тыткăчи тесе те ахальтен каламан пулĕ. Вĕсем паян ĕçри пысăк ăсталăхне тата яваплăхне шанчăклăн çирĕплетсе тĕрлĕ сферăра пуçарулăх кăтартнине, тĕрлĕ çитĕнÿсем тунине палăртрĕ районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Василиса Архипова. Вăл каланă тăрăх, районти хĕрарăмсен канашĕнче 20-е яхăн хастар çын шутланса тăрать. Унсăр пуçне кашни ял тăрăхĕнчех вырăнти пĕрлĕхсем ĕçлеççĕ. Вĕсене пурне те пĕр тĕллев - пĕр-пĕрин шухăшне шута илсе пурнăçа кĕртесси пĕрлештерет. Ахальтен мар ĕнтĕ çемье управçисем кашни кварталтах канашлусем ирттереççĕ. Кунта вара канаш членĕсем хăйсен проекчĕсемпе, вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарнисĕр пуçне пĕр-пĕрин опычĕпе те паллашаççĕ. Нумаях пулмасть-ха вĕсем 2016 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.
«Пĕр тĕвве çыхăнтаракан пĕрлĕхре маттур та тăрăшуллă хĕрарăмсем. Вĕсем хăйсен тĕп ĕçĕнче те ырми-канми тăрăшаççĕ, общество пурнăçне те хастар хутшăнаççĕ. Ялсенчи урамсене хăтлăх кĕртессипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухаççĕ канашлусенче. Районти хĕрарăмсен канашĕн членĕсем ал ĕçне питĕ ăста. Пултаруллă хĕрарăмсем чăваш наци çи-пуçне хăйсемех çĕленĕ тата тĕрленĕ. Пĕр шухăшлă пулни, йывăрлăхсене парăнтарни ĕçлеме вăй-хал парать», - палăртать Василиса Архипова.
Районти хĕрарăмсен канашĕ ЗАГС пайĕпе тачă çыхăнса ĕçлени те хăш-пĕр ыйтусене татса пама пулăшнине асăнать В. Архипова. «Амăшĕпе ашшĕн ят-сумне ÿстерессипе, çемьесене çирĕплетессипе 50 çул тата ытларах пĕрле пурăнакан çемьесене чысласси, çемье фестивалĕсене ирттересси пĕрле пулса пыракан ĕç пулнине те палăртма кăмăллă. Кăмăл-сипет никĕсне тата çемьен йăлана кĕнĕ хаклăхне упраса хăварас енĕпе те пысăк ĕçсем туса ирттеретпĕр. Çемье институтне çирĕплетес енĕпе те тĕллевлĕ ĕçлетпĕр», - ĕç-хĕлпе малалла паллаштарать Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ.
Асăннă канаш пурнăçпа тан утать. Ырă çынсен чун-чĕре ăшшипе пулăшăвĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесене, эрех-сăра тыткăнне çакланнă çынсене, тăлăхсемпе сусăрсене пурнăç пăтăрмахĕсенчен шанчăклăн хÿтĕлесе тăнине тата пулăшнине палăртмасăр иртме çук. Çавăн пекех хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Уйрăмах çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарма пулăшаççĕ, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Район тата республика шайĕнчи мероприятисенче те пултарулăхпа палăраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ иртнĕ çул вĕсен ĕçне республикăри Хĕрарăмсен союзĕ пысăк хак панăран Хисеп хутне илме тивĕçрĕç Элĕксем.
Вера МОРОЗОВА.