АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ

17 января 2017 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Хушăвĕпе кăçал Сывлăхпа спорт кунĕсене çирĕплетнĕ. Çак уйăхра вăл январĕн 21-мĕшĕнче пулать. Çавăн пекех Сывлăхпа спорт кунĕсем февралĕн 18-мĕшĕнче, мартăн 25-мĕшĕнче, апрелĕн 22-мĕшĕнче, майăн 20-мĕшĕнче, июнĕн 17-мĕшĕнче, июлĕн 15-мĕшĕнче, августăн 12-мĕшĕнче, сентябрĕн 16-мĕшĕнче, октябрĕн 21-мĕшĕнче, ноябрĕн 18-мĕшĕнче, декабрĕн 16-мĕшĕнче пулĕç. Çак кунсенче районти мĕнпур спорт учрежденийĕсенче сывлăха тÿлевсĕр çирĕплетме май пур.

Физкультурăпа спорт сывлăха çирĕплетнисĕр пуçне кăмăл-туйăма лайăхлатать, ĕçлеме вăй-хал хушать. Республикăра кашни уйăхрах Сывлăхпа спорт кунне ирттересси йăлана кĕчĕ. Эпир те çак ырă йăлана çирĕп тытса пыратпăр.

Январĕн 21-мĕшĕнче, шăматкун, районта физкультурăпа спорта кăмăллакансем «Хĕлхем» спорт шкулĕнче тата лапамĕнче, çавăн пекех ял тăрăхĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсенче сывлăха тÿлевсĕрех çирĕплетĕç. Районта сывлăхпа спорт уявне хутшăнакансен йышĕ уйăхсерен ÿссе пырать. Çынсем ытларах мини-футбол, волейбол, сĕтелçи теннисне, пляж волейболне кăмăллани куç кĕрет.

Сывлăхпа спорт кунĕнче ирхи 8 сехетрен пуçласа 21 сехетчен «Хĕлхем» спорт шкулĕн алăкĕсем пурне валли те уçă пулĕç. Çак кун конькипе тата йĕлтĕрпе тÿлевсĕрех ярăнма, тренажер залĕнче кĕлетке пиçĕхлĕхне çирĕплетме, шашкăпа шахмат вăййисенче ăс-тăн çивĕчлĕхне ÿстерме, футзалта ушкăнăн-ушкăнăн ăмăртма май пулĕ. Пурне те хапăлласа кĕтетпĕр.

Валерий СЕРГЕЕВ,

«Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика