20 января 2017 г.
Республикăра медицина организацийĕсенче 2017 çулхи диспансеризаци пуçланнă. Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн 21 çултан аслăрах граждансен - 1996, 1993, 1990, 1987, 1984, 1981, 1978, 1975, 1972, 1969, 1966, 1963, 1960, 1957, 1954, 1951, 1948, 1945, 1942, 1939, 1933, 1930, 1927, 924, 1921, 1918 çулсенче çуралнисен сывлăха тĕрĕслеттермелле.
Сăмах май, 2016 çулта районти тĕп больницăра планпа килĕшÿллĕн 3324 çыннăн диспансеризаци тухмалла пулнă. Çак ĕçе 100 проценчĕпех пурнăçланă. Кăçал вара 3370 çыннăн сывлăхне тĕрĕслеттермелле.