АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вутлан шкулĕнче Экологи çулталăкне уçрĕç

27 января 2017 г.

Вутлан шкулĕнче Экологи çулталăкне уçрĕç

2017 çул - Раççейре Экологи çулталăкĕ. Çавна май нумаях пулмасть Вутланти тĕп шкулта мероприяти иртрĕ. Унта 5-мĕш тата 8-мĕш классенче вĕренекенсем хастарлăхпа палăрчĕç. Вĕсем тантăшĕсемпе хальхи пурнăçри экологи ыйтăвĕсене хускатрĕç. Çавăн пекех илемлĕ презентаци тата фильм кăтартрĕç. Çут çанталăк темине малалла воспитани енĕпе ĕçлекен директорăн çумĕ Татьяна Пантелеймонова тăсрĕ. Вăл вĕренекенсене шкулта иртмелли экологи мероприятийĕсен планĕпе паллаштарчĕ тата сăваплă ĕç пуçланнă ятпа саламларĕ.

Экологи çулталăкĕнче тăван çут çанталăка упраса хăварас пĕрлехи ĕçре кашниех хăйĕн тÿпине хăварма пултарать. Çавăнпа та хамăр енри тăван кĕтессене упрама, хаклама тата пуянлатма тăрăшмалла.

Вутлан шкулĕнче те акă «Хĕлле кайăксене апатлантарăр!» акци иртет.

Хĕлле - çанталăкăн чи хаяр вăхăчĕ. Чылай кайăк ăшă енне вĕçсе кайманран сивĕ хĕл кунĕсенче апатсăр аптăрать. Кайăксем ун пек чухне пÿртсем çывăхнерех туртăнаççĕ, çынсем пулăшасса шанаççĕ.

Хĕл кунĕсенче вĕсене валли апат сахалланса пырать. «Çунатлă туссен» выçă тап-хăр пуçланать. Уйрăмах хурт-кăпшанкă çиекеннисен.

Эпир йывăр вăхăтра вĕсене пулăшмасан тата кам пулăшĕ; Юнтапа шкулĕн вĕренекенĕсем тĕрлĕ сырăш хатĕрлесе шкул территорине тухса вырнаçтараççĕ.

Çак ырă ĕçре пĕрремĕшпе иккĕмĕш классем те хастар хутшăнас терĕç. Вĕсем кивелнĕ сырăшсене юсарĕç, çĕннисене маçтăрларĕç, кайăксене валли столовăй та хатĕрлерĕç.

Асра тытăр! Эпир çунатлă туссене çăмăл мар вăхăтра пулăшу кÿни ырăпах таврăнĕ: вĕсем вăрмансене, уй-хире, садсемпе парксене сыхласа тăрĕç, чĕвĕл-чĕвĕл сассисемпе пире савăнтарĕç.

Çавăн пекех районти кашни библиотекăрах маларах асăннă çулталăка халалланă куравсем йĕркеленĕ. Акă, сăмахран, Кĕçĕн Тăван ял вулавăшĕнче «Çут çанталăка тус пулса кĕр» курав хатĕрленĕ. Унта юлашки вăхăтра пичетленсе тухнă çут çанталăк темипе çыхăннă кĕнекесене курма пулать. Юнтапа ялĕн библиотекинче те «Çут çанталăкпа килĕшÿре» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ ăслăлăх литературипе пĕрлех çыравçăсен кĕнекисене вырнаçтарнă. Курава интереслĕ те илемлĕн йĕркелени çут çанталăкăн тĕнчине ытларах уçăмлатма май парĕ.

А. Силивестрова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика