АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей министрĕ промышленность аталанăвĕпе кăмăллă

31 января 2017 г.

Раççей министрĕ промышленность аталанăвĕпе кăмăллă

РФ промышленность тата суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров Чăваш Енре асăннă ведомствăн промышленность Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Раççейре апат-çимĕç машиностроенийĕн ыйтăвĕсене пăхса тухнă ларăва РФ Президенчĕн Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çĕршыври профильлĕ ведомствăсен ертÿçисем хутшăннă.

Ларура чăваш предприятийĕсем те ырă сăмаха тивĕçнĕ. Калăпăр, «Чувашторгтехника» хăй кăларакан оборудованин 35 процентне чикĕ леш енне ăсатать. Çакăн пек аталанса пыракансене патшалăх май пур таран пулăшасса пĕлтернĕ Денис Мантуров. Министр Чăваш Ене регионти чемпионпах танлаштарнă. «Регионта Промышленность фондне туса хурас енĕпе Санкт-Петербург малта пыратчĕ - вĕсен калăпăшĕ 1 млрд тенкĕпе танлашатчĕ. Чăваш Ен çак кунсенче йышăнупа савăнтарчĕ - регионта çакăн пек Фонда аталантармашкăн 1,6 млрд тенкĕ хывасса пĕлтерчĕ», - тенĕ вăл.

Хăнасем «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче пулса курнă - унта 40 ытла предприяти хăйсен продукцийĕн куравне йĕркеленĕ. Денис Мантуров республикăри промышленность предприятийĕсен аталанăвне пысăк хак панă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика