АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă историйĕн сехечĕ иртнĕ

07 февраля 2017 г.

Февралĕн 2-мĕшĕнче Раççейре Сталинград çапăçăвĕнче совет çарĕсем нимĕçсене аркатнă куна паллă тăваççĕ. Совет çарĕсем Сталинградра фашистсене çĕнтерни - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен çырнă летопиçăн паллă страницисенчен пĕри. Хĕрлĕ Çар тăшман çине тапăнса Сталинград хулинче çурçĕр-хĕвел-анăçра тата кăнтăр енче вырнаçнă тăшмана аркатнă, 300 пинлĕ фашист ушкăнĕсене тĕп тунă.

Çак вăрçă çулĕсенчи асаплă кунсем халĕ те асран тухмаççĕ. Вăхăт иртсен те историре çирĕпленсе юлнă самантсем çынсен чĕрине хумхатаççĕ, мĕншĕн тесен кашни çемьенех пырса тивнĕ унăн инкекĕ. Çавна май иртнĕ кунсенче Вырăс Сурăм салин библиотекинче «Парăнман Ленинград» истори сехечĕ иртрĕ. Кунта ачасем вăтăр уйăх, тăхăр çĕр кун Ленинград хулишĕн хаяр çапăçу иртнине пĕлчĕç.

Калаçу вĕçĕнче ачасем Ленинград блокади пирки вăрçă хроникине пăхрĕç, çапăçу хирĕнче Ленинградшăн пуçне хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика