14 февраля 2017 г.
Хурт-хăмăр ăсти - авалхи професси. Ĕлĕк-авал çынсем вăрманта пыл хурчĕсен йывăç хăвăлĕсенчи йăвисене тупса аркатнă, унти карассене киле илсе кайнă. Çак ĕçре тимлĕ пулни, сăнама пĕлни тата вăй кирлĕ пулнă. Пыл тупма пултаракансене ăста та хăюллă çынсем тесе шутланă. Вăрманта пыл хурчĕсен йăвисене тупма çăмăл пулман. Вĕсенчен пыл илме те йывăр: йывăç çине хăпармалла, çÿлтех карассене хăйпăтса илмелле. Чи хăрушши вара - урса кайнă тискер хуртсем сăхма пултарни. Вăхăт иртнĕçем çынсем хуртсемпе ĕçлеме вĕренсе çитнĕ.
Эпир пурте пыл юрататпăр. Унран пылакраххи мĕн пулма пултарать; Июль уйăхĕнчи çăка шăрши, улăхри чечексем аса килеççĕ, куç умне çу кунĕсем тухса тăраççĕ. Çакăнта пыл хурчĕсен пархатарлă ĕçĕ пытаннă. Çын мĕн авалтан пыл хурчĕсен ырлăхĕпе усă курнă, анчах та ĕçченсен вăрттăнлăхне пĕличчен нумай ĕмĕр иртнĕ. Авалхи çынсем те пылăн сиплĕхне ĕненнĕ.
Çĕр çинчи çĕр-çĕр пин хурт-кăпшанкăран çыншăн чи усăлли - пыл хурчĕ. Вăл этеме тĕлĕнмелле чаплă, тутлăхлă пыл парать. «Пĕр кашăк пыл пĕр тумлам сывлăх парать», - теççĕ Тени ял тăрăхĕнче пурăнакансем. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнипе пĕрлех пыл хурчĕ тытакансем те нумай ку тăрăхра. Эренарти Вячеслав Николаев, Михаил Иваков, Сергей Тарасов, Тенири Владимир Пудовпа Кармалти Николай Блинов хурт-хăмăр ăстисем çулсеренех йыша ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ. Чылай çул пыл хурчĕ ĕрчетекенсем вĕсен пурнăç йĕркине пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ. Вĕсене хăçан, мĕнпе пулăшмаллине, чир-чĕртен хÿтĕлемеллине, мĕнлерех условисем туса памаллине курса тата пĕлсе тăраççĕ ăстасем. Кил валли кăна мар, сутма кирлĕ чухлĕ пыл янтăлама пултарнинчен тĕлĕнмелли те çук пулĕ. Сăмахран, Кармалти Николай Блинов çу кунĕсенче вĕллесенчен сарăлакан ырă шăршăллă пылак сывлăш ÿпке, чĕре тата ытти органсен ĕçне лайăхлатнине, сывлăш çулне тасатнине палăртать. Хуртсем сивве тÿсĕмлине те пĕлтерет вăл, анчах та вĕсем çителĕклĕ апатлантарсан çеç хĕл каçаççĕ. Йĕпе-сапана тата çил вĕрнине чăтаймаççĕ - вилеççĕ.
Пыл хурчĕ - улма-çырла йывăççисене тата тĕмсене шăркалантаракан хурт-кăпшанкă. Шел пулин те, юлашки çулсенче вĕсен йышĕ çулсерен чакса пынине Тени ял тăрăхĕнче пурăнакан хурт-хăмăр ăстисем те палăртаççĕ. Утарçăсен тимлĕхĕпе тăрăшулăхĕ пыл хурчĕсен çемйисене хĕл каçарса мĕнпур йыша упраса хăварма май парать. Вĕсене çителĕклĕ апат тивĕçтернипе пĕрлех ăçта тата мĕнле хĕл каçарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Вера МОРОЗОВА.