17 февраля 2017 г.
Раççейре Çветтуй Валентин кунне паллă тăвасси анлă сарăлнă ĕнтĕ. Çак уяв уйрăмах юратакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Пурнăçра кашни çыннăн туйăмĕ кам енне те пулин çаврăнать. Ахальтен каламаççĕ: «Юрату - çĕршывпа хуçаланать», - тесе.
Кăçал Çветтуй Валентин уявĕ шăматкуна лекмерĕпулин те, район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче февралĕн 14-мĕшĕнче пĕр мăшăр çемье çавăрнине регистрацилерĕç. Эппин, çак кун туй туни çамрăк çемьен пурнăçĕ Çветтуй Валентин хÿттинче пулнине пĕлтерĕ. ЗАГС пайĕн специалисчĕ Николайпа Наталья мăшăрланакансене саламланă май свидетельство пачĕ, çемьере килĕшÿ тата юрату сунчĕ.