АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, Çăварни, Çăварни!

28 февраля 2017 г.

Эх, Çăварни, Çăварни!

Çăварни - хĕл кунĕсене ăсатса çуркуннене кĕтсе илмелли уяв. Мĕн ĕлĕкех çынсем Çăварние чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Çăварнире кашни килтех икерчĕ пĕçернĕ, хăнасене астивме сĕннĕ. Икерчĕсем хĕвеле аса илтернĕ. Эх, Çăварни, Çăварни! Çăвар тулли икерчи!

Февралĕн 25-мĕшĕнче Элĕкри этнопарк пурне те хăй патне илĕртрĕ. Вăл ир-ирех илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе янăраса кăна тăчĕ. «Пурнăçăрсем Çăварни икерчи пек пылпа çу хушшинче пулччăр! Çăварни эрни пек юрăпа кулă хушшинче тăччăр! Ĕмĕрĕрсем сурпан шурри пек таса та вăрăм, хушпу кĕмĕлĕ пек çутă пулччăр», - пурне те уява йыхравларĕç уява йĕркелесе пыракансем. Элĕкри культура çурчĕн, ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕн тата литературăпа таврапĕлÿ музейĕн ĕçченĕсем Ачасен Çăварнине çитĕнсе пыракан ăрăва чăваш халăх йăли-йĕркипе паллаштарас, ăна сыхласа хăварса малалла аталантарас тĕллевпе ирттерчĕç. Пĕрле пухăнса савăнни пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнусене çирĕплетнине те палăртрĕç вĕсем.

«Çăварни - авалтан килекен тата пурне те пĕрлештерекен пысăк уяв. Ăна пирĕн мăн асаттесем те паллă тунă. Пирĕн тĕллев - ырă йăла-йĕркене сыхласа хăварасси. Çакă вара чи малтан пирĕнтен, аслисенчен, килет», - палăртрĕ район пуçлăхĕ Владислав Волков. Вăл   уявпа саламласа пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Этемлĕхĕн черчен пайĕ уява капăр тутăрсем çыхса килнĕ. Ачасене юмахри сăнарсем ăшшăн кĕтсе илчĕç. Пăхаттир, Ашапатман Карчăкĕ, шÿт кăтартса çÿрекенсем уява килнисене вăйă-кулă парнелерĕç. Театрализациленĕ представлени пурин кăмăлне те кайрĕ. Уявăн чăн-чăн илемĕ - хаваслă юрă-кĕвĕ, шÿт-такмак. Çавăнпах ĕнтĕ ача садне çÿрекенсемпе шкул ачисем тĕплĕн хатĕрленнĕ. «Çеçпĕл çеçкисем» ушкăн, Софья Димитриева, Дарья Емельянова, Валерия Лазарева, Дарья Удякова, Оля Семенова пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Капăр тум тăхăннă, илемлĕ тутăр çыхнă Çăварни пурне те икерчĕпе хăналарĕ.

«Этнопаркра кăмака умĕнче икерчĕ пĕçерессине те йĕркеленĕ. Çăварни уявне килекенсем варенипе тутлă икерчĕ çиме тата чей ĕçме те пултарчĕç. Çанталăкĕ те лăпкă, пирĕнпе пĕрле савăнчĕ», - терĕç уява килнисем.

Уяв питĕ хаваслă та интереслĕ иртрĕ. «Юр кĕлетки тăвасси» конкурс пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх çирĕп пулнине тепĕр хутчен кăтартса пачĕ. Этнопаркра чăн-чăн юмах тĕнчи район çыннисене кăна мар, аякран килнĕ хăнасене те тыткăнларĕ. Уйрăмах «Çăлкуç» тата «Хĕвел» ача садне çÿрекен ачасем маттур пулчĕç. Юртан тунă Юрпике, тимĕр шапа, 2017 çулăн символĕ автан, мулкач тата ытти вун-вун сăнара курма пулчĕ. Конкурса хутшăннă кашни ачана пылак парне парса хавхалантарчĕç.

Канат туртассинче ачасем çеç мар, тĕрлĕ ăрурисем те хутшăнчĕç. Мĕнле кăна вăйă-кулă шутласа тупман-ши уява йĕркелекенсем! Арçын ачасемпе хĕрачасем кашнинех хаваспах хутшăнчĕç. Çăварни эрнине савăнăçлă ирттерсе ячĕç.

Вера МОРОЗОВА.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика