07 марта 2017 г.
Культура тытăмĕнче-и, экономикăра е политикăра, общество пурнăçĕнче - хĕрарăм пур çĕрте те пуçаруллă. Пирĕн районти хĕрарăмсен хастралăхне чăннипех те ăмсанма пулать. Мĕншĕн тетĕр-и; Çемье вучахне çирĕп тытакансем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕнче те тăрăшаççĕ, район депутачĕсем те шутланаççĕ, ытти яваплă должноçсенче те тимлеççĕ.
Яланах хăйĕн хастарлăхĕпе палăрнă, йывăрлăхра парăнман, никам умĕнче те пуçа усман, çемье ăшшине упракан çын вăл - хĕрарăм. Сăн ÿкерчĕкре эсир ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене - Алина Гавриловăна, Людмила Васильевăна тата Алина Филипповăна - куратăр. Вĕсем нумаях пулмасть-ха ертÿçĕ тилхепине алла тытнă. Хĕрарăм ертÿçĕсем яланах çынпа, халăхпа пулма тăрăшаççĕ пулин те çемьене малти вырăна хураççĕ.