АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шахмат чемпионачĕ иртрĕ

21 марта 2017 г.

Канмалли кунсенче «Хĕлхем» спорт шкулĕнче шахмат вăййисен чемпионачĕ иртрĕ. Районти шахматçăсем пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртрĕç. Ку чухне вара арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те вĕсемпе пĕрле вăййа хутшăнчĕç.

Чемпионат пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пĕрремĕш вырăна Мăн Вылăри Борис Кириллов йышăнчĕ. Иккĕмĕш - Чăваш Сурăмĕнчи Андрей Дмитриев, виççĕмĕш вырăнта Куракăшри Рэм Парамонов пулчĕ. Хĕрарăмсенчен Валентина Дмитриевăна çитекенни пулмарĕ.

Аслисемпе пĕрлех шкул ачисем те ăмăртмалла шахматла вылярĕç. Вĕсем хушшинче Роман Никандров (Элĕк) çĕнтерÿçĕ пулчĕç. Кĕмĕл тата пăхăр медальсене Дмитрий Васильевпа (Чăваш Сурăм) Владимир Зайцев (Элĕк) тивĕçрĕç. Хĕрачасенчен Ксения Тимофеева (Элĕк) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Ксения Иванова (Элĕк) пулчĕ. Пăхăр медале Чăваш Сурăм шкулĕнче вĕренекен Екатерина Сергеева çĕнсе илме пултарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика