21 марта 2017 г.
Иртнĕ кунсенче район администрацийĕнче ял хуçалăх организацийĕсен тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе семинар-пуху иртрĕ. Унта ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн специалисчĕсем те хутшăнчĕç. Пухура район администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех кунта пухăннисем çуракине хатĕрленес ыйту пирки те чылай калаçрĕç.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем çуракине хатĕр-леннĕ май минераллă удобрени тата çунтармалли-сĕрмелли материал туянаççĕ. Мартăн 16-мĕшĕ тĕлне районта хуçалăхсем 335 тонна удобрени илсе хунă. Пĕтĕмпе 599 тонна кирлĕ. Çавна май хăш-пĕр хуçалăхсем ку енĕпе ĕçлеме пуçламанни палăрчĕ. Унсăр пуçне топливо ыйтăвĕ те çивĕч тăрать. Ăна паянхи куна 93 тонна кÿрсе килнĕ. Планпа палăртнă тăрăх, 178 тонна кирлĕ.
Кăçал АПК патшалăх паракан пулăшăвĕн формисем çинчен Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн эксперчĕ, тĕп специалист Ирина Семенова каласа пачĕ. Элĕкри Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ Константин Майоров ял хуçалăх техникисене çуракине хатĕрлемелли хĕрÿ тапхăр пынине пĕлтерчĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçăниччен техникăна тĕплĕн тĕрĕслеттермеллине палăртрĕ вăл. ЧР «Раççей ял хуçалăх центрĕ» филиалĕн районти пайĕн начальникĕ Вячеслав Иванов вăрлăх пахалăхĕ, ăна туянасси çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Вăрлăх пахалăхĕ ăна тĕрĕс упрама пĕлнинчен те тухăç панине асăнчĕ вăл.
Çуракине хатĕрленнĕ чухне пушар хăрушсăрлăхĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ун çинчен районти пушар надзор пайĕн начальникĕ Вадим Прокопьев ăнлантарчĕ. Ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ инкек-синкек сиксе тухасран йĕркене пăхăнмаллине те асăнчĕ. Юлашкинчен Анатолий Прохоров ертÿçĕсене çуракине тĕплĕн хатĕрленсе ăна тухăçлă вĕçлеме, палăртнине вăхăтра пурнăçлама чĕнсе каларĕ.
Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.