АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿхе пăр хăрушă тата ултавлă

24 марта 2017 г.

Çÿхе пăр хăрушă тата ултавлă

Çанталăк улшăнсах тăрать: пĕрре сивĕтет, çав вăхăтрах сап-сарă хĕвел пăхать. Ăшăтнăçем пĕвесемпе юхан шывсенче пăр çÿхелсех пырать. Ун çине кĕни вара çыннăн сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.

Раççей территорийĕнче кăçал çанталăк хăвăрт ăшăтма тытăнчĕ. Кăнтăрла хĕвел хытă хĕртнипе юр ирĕле пуçларĕ. Çавна май пĕвесемпе юхан шывсенче пăр сийĕн тытăмĕ тата çирĕплĕхĕ улшăнчĕ. Каçхи сивĕпе хытса ларни вара пушшех те ултавлă. Ăшă кунсенче пулă тытакансем те йышлă. Вĕсен пăр çийĕн чупма, сикме юрамасть. Пĕр çĕре пухăнса тăни те инкек патне илсе çитерет. Пăр çинче пурин те асăрхануллă пулмалла. Хăрушсăрлăх правилисене лайăх пĕлни, вĕсене пăхăнни шыва путакансен хисепне чакарма пулăшĕ. Пулă тытнă вырăнта уйрăмах асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен çак вырăнта пăр ытти çĕртипе танлаштарсан çÿхерех. Çыран хĕррипе аннă чухне те тимлĕхе çухатмалла мар, пăр çанталăк ăшăтнăçем çырантан уйрăлса пырать, ун айне сывлăш тулать. Тăтăшах шыв юхса тăракан вырăнта тата шывра ÿсекен йывăç-тĕм çумĕнчи пăр çав тери шанчăксăр. Çавăн пекех пăр мĕн тĕслĕ курăннине те сăнама хăнăхăр: таса мар сĕт пек курăнакан тата сарă-сăрă тĕслĕ пăр ним те мар татăлса анса кайма пултарать. Юрпа витĕнни та çыншăн хăрушлăх кăларса тăратать. Çыран хĕрринчи пăра тĕксе ярас тесе тăрăшни те сире инкек патне илсе çитерме пултарать.

Çурхи шыв-шур уйрăмах ачасемшĕн хăрушă, мĕншĕн тесен çак тапхăрта вĕсен пăр çинче выляс, пăр кайнине сăнас килет. Аслисен вĕсем ăçта çÿренине сăнаса тăмалла, куçран вĕçертмелле мар. Çавăн пекех пысăккисем те вăрăм çула кĕскетес тĕллевпе пăр çийĕпе утма тăрăшаççĕ. Çÿхе пăр ултавлă. Вăл айккинчен пăхсан çеç хулăн пек курăнать. Шыв объекчĕсенче асăрхануллă пулмаллине, пăр çинче хăйсене мĕнле тытмаллине шкулсенче вĕрентеççĕ, хăрушсăрлăх правилисене пăхса тухаççĕ. Çапах та асăрханулăх пирки самантлăха та манас марччĕ.

Виктор Осипов,

район администрацийĕн чрезвычайлă

лару-тăру енĕпе ĕçлекен специалист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика