АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх тĕрĕслеттереççĕ

28 марта 2017 г.

Çуракинче ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем кăçал та тĕш тырă культурисене акса тата çĕр улми лартса тухăçлă ÿстерме тĕллев лартаççĕ. Ăнăçлăхĕ вара вăрлăхран нумай килет. Çавна тĕпе хурса иртнĕ çу кунĕсенчех хуçалăхсем тăрăшса ĕçленĕ. Уй-хиртен килекен ылтăн пек тырра ятарлă звено çийĕнчех аласа тасатнă, типĕтнĕ.

Паянхи куна районти хуçалăхсен планпа палăртса хунă вăрлăхăн 87 проценчĕ - кондициллĕ. Акмалли тĕш тырра тепĕр хут аланă. Ку енĕпе «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ, «Правда» хуçалăхсем, «Колос», «Рабия» агрофирмăсем тĕш тырă культурисене тĕрĕслеттернĕ, ака стандартне лартнă. В. Журавлев, Г.Исаев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем те тырра тĕрĕслеттерме тăратнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика