АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанăç телефонĕ пулăшать

28 марта 2017 г.

Илеме курма пултарни, çывăх çынсемпе пĕрле савăнни мĕн тери телей! Анчах та телей çумрине тепĕр чухне темшĕн сисместпĕр, пурнăçа хаклама пĕлместпĕр.

21-мĕш ĕмĕрте çут тĕнчене килнĕ ача çуралсанах техника ытамне лекет: кĕсье телефонĕ, ноутбук, планшет, компьютер. Чылай чухне пĕчĕкскере тетте мар, телефон ытларах кирлĕ пек те туйăнать. Шкул ачисем те, çамрăксем те интернетра «Вконтакте», «Одноклассники» йышши сетьсенче «пурăнаççĕ». Вĕсем унта аслисенчен ирĕк ыйтмасăрах кĕреççĕ. Компьютерпа Интернет çитĕнекен ăру психикине пысăк витĕм кÿрет. Юлашки вăхăтра эпир тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсенчен шкул ачисем хăйсем çине алă хунă тĕслĕхсем пулнине пĕлетпĕр. Тÿнтерле утăм тăвиччен вĕсем Интернетра суицид пирки тупса вулани иккĕлентермест паллах. Çитĕнекен ăру мĕншĕн хăй çине алă хурать-ши; Тупсăмĕ паллă. Чĕрĕ хутшăну сахалланса пыни, чунлăх, çынлăх туйăмĕ çитменни инкек патне илсе çитерет. Ачасем хăйсене аслисем пек хÿтĕлеме пĕлмеççĕ, вĕсен чун-чĕри пирĕнчен, аслисенчен, ытларах аманать. Чун кÿтсен аслисем пĕр-пĕр ĕç туса йывăрлăха ирттерсе яраççĕ пулсан, ачасем вара - çук, вĕсене хÿтлĕхпе ăнланма пĕлни кирлĕ. Никама та кирлĕ маррине туйма пуçланă, кам та пулин пулăшас шанчăка çухатнă ачан пуçĕнче хăрушă шухăшсем явăнма пултараççĕ.

Кирек епле лару-тăруран та тухма пулать. Ашшĕ-амăшĕн çакна асра тытмалла: ачасен пурнăçĕшĕн эпир хамăр яваплă. Çавăнпа та тĕпренчĕкĕре ăнланма пĕлни темрен те хаклă. Ачана йывăр вăхăт иртнине, ăна çĕнтерме пултарнине кăтартса памалла. Пурнăç вăл - çут çанталăк парни. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕ Интернетра мĕнле сайтра ларнине, кампа çыхăну тытнине пĕлсе тата тĕрĕслесе тăмалла. Интернетра палламан çынсемпе туслашма юраманни çинчен те асăрхаттармалла, мĕншĕн тесен «вилĕм ушкăнĕсен» модераторĕсем ачапа онлайн мелĕпе калаçма е пĕр-пĕр ĕç хушма пултараççĕ. Вăл е ку ĕçе пурнăçламасан ачана çывăх çыннисемпе мĕн те пулин тăвассипе хăратаççĕ. Сыхлăх малти вырăнта пулмалла.

Енчен те ачана никам та ăнланмасть, пулăшу памасть е вăл аслисене хăйĕн йывăрлăхĕсене каласа кăтартма хăрать пулсан пĕрлехи шанăç телефонĕ пулăшать: 8-800-2000-122. Пурнăçри йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿксен республикăри шанăç телефонĕн 8-800-100-49-94 номерĕпе шăнкăравласа ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те шăнкăравласа консультаципе психологи пулăшăвĕ илме пултараççĕ.

Марина Никитина,

çул çитменнисен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика