14 апреля 2017 г.
Кĕçех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине паллă тăватпăр. Майăн 9-мĕшĕ - пысăк та пĕлтерĕшлĕ уяв. Вăрçă кашни çемьене йывăрлăхпа тĕрĕслерĕ, анчах та фронтовиксен паттăрлăхĕ, тыл ĕçченĕсен чăтăмлăхĕ, пурте кар! тăрса Тăван çĕршыва хÿтĕлени тăшмана çĕнтерме пултарчĕ.
Çĕнтерÿ кунне ирттерме йĕркелÿ комитетне туса хунă, ятарлă план йĕркеленĕ. «Пирĕн районта пурĕ 43 çарпа мемориал объекчĕ шутланать. Вĕсен шутĕнче - 40 сооружени, çав шутра 1 монумент, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă тата унта хутшăннă салтаксене асăнса 17 палăк, Граждан вăрçине хутшăннă салтака асăнса 1 палăк, 12 обелиск, 5 стела, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунисене асăнса 2 мемориал, 3 асăну хăми, 2 асăну паллиллĕ вырăн, 1 монумент, салтаксене пытарнă 6 вырăн. Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вĕсене хăтлăх кĕртме, капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме 185 пин тенкĕ, юсав ĕçĕсене пурнăçлама 81 пин тенкĕ, реконструкци тума 265 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе пуçне хунă паттăрсене халалласа лартнă палăксене тирпейлесси - пирĕн сăваплă тивĕç», - палăртать район администрацийĕн социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Людмила Степанова.
Анчах та юлашки çулсенче çынсем субботника тухасшăн маррине асăрхама пулать. Вĕсем кил таврашне тасатаççĕ те обществăлла ĕçе хутшăнмаççĕ. Юрать-ха, ялта 4-5 хастар çын тупăнать. Палăксене ытларах чухне культура тытăмĕнче ĕçлекенсем е ял тăрăхĕн специалисчĕсем пăхса тăраççĕ. Вĕсем картине те сăрлаççĕ, чечек те лартаççĕ.
Çĕнтерÿ кунĕ - вăрçăран таврăнайманнисемшĕн ĕмĕр манăçми палăк, çитĕнсе пыракан ăрушăн вара ырă тĕслĕх. Çак кун çулсеренех аякран аякка тăрса юлать пулин те унăн пĕлтерĕшĕ, паттăр салтаксен, ветерансен хисепĕ чакмасть. Тăнăç пурнăçшăн ырми-канми кĕрешнĕ салтаксем, ветерансем, тыл ĕçченĕсем умĕнче эпир çĕре çити пуç таятпăр. Пирĕн районтан çĕршер çын фронта тухса кайнă. 9115 хĕрпе каччă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пире тăнăç пурнăç парнелессишĕн хăйсене шеллемесĕр çапăçнă. Вĕсенчен 4567 çын вăрçă хирĕнчен таврăнман. Никама та манман, нимĕн те манăçман. Районта Çĕнтерÿ кунне хатĕрленес ĕçсем пуçланчĕç ĕнтĕ. Элĕк салинче организацисемпе учрежденисем умĕнче кунсеренех çынсем ĕçленине курма пулать. Çавăн пекех апрелĕн 29-мĕшĕнче районта Экологи субботникĕ иртнине асăнса хăварас килет. Унта пурне те хастар хутшăнма чĕнсе каласшăн. Эпир пурăнакан ял, сала, урам тасалăхĕпе илемлĕхĕ хамăртан килнине манас марччĕ.
Вера МОРОЗОВА.