АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăра - çут çанталăк тусĕсем

18 апреля 2017 г.

Библиотекăра - çут çанталăк тусĕсем

Экологи пĕлĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕпе килĕшÿллĕн Элĕкри ача-пăча библиотекинче 1 - 4-мĕш класра вĕренекенсем валли «Çут çанталăкăн тĕлĕнмелле тĕнчи» пĕлÿ сехечĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çут çанталăк çинчен çыракан ача-пăча çыравçисемпе паллаштарасси. Ачасене библиотекарь кĕнекесене тишкерме пулăшрĕ. Хĕрачасемпе арçын ачасем тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлчĕç, «Кăмпасене пух» вăйăра, «Вăрман уçланкинче» конкурсра, «Ÿсен-тăрана пĕл» тата «Вăрманти тупмалли юмахсем» викторинăсенче палăрчĕç. Тĕрĕс хурав паракан экожетона тивĕçрĕç. Юлашкинчен экожетонсене шутласа чи тавçăруллине палăртрĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнепе хавхалантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика