АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнкун ырлăх парнелетĕр

18 апреля 2017 г.

Мăнкун ырлăх парнелетĕр

Мăнкун - чиркÿ, Христос тĕнне ĕненекенсен чаплă уявĕ, Турă çылăхпа вилĕме çĕнтернине паллă туни. Турă чĕрĕлнипе пулса иртнĕ ырă ĕçсен пысăк пĕлтерĕшлĕхĕпе «Мăнкун уявран та уяв» шутланать, çавăнпа кĕлĕсем те чаплăлăхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ те. Иртнĕ вырсарни кун Христос тĕнне ĕненекенсем Мăнкун паллă турĕç. Апрельĕн 15-мĕшĕнче вара каçхине районти мĕнпур чиркÿре Мăнкун умĕнхи кĕлĕсем иртрĕç. Халăх йышлă пухăннă Турă çурчĕсене, кĕлĕсенче аслă ăрурисемпе танах çамрăксемпе ачасене те курма тÿр килчĕ.

Элĕкри Таса Турă Амăшĕн Успени чиркĕвĕнче иртнĕ каçхи службăна Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликовпа мăшăрĕ те хутшăнчĕç. Çавăн пекех Мăнкун умĕнхи службăсем Ураскилт, Шĕмшеш салисенчи чиркÿсенче те иртрĕç. Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ Виктор Ковалев Ураскилтри Турра Çуратнă Сăваплă Амăшĕ Çуралнин чиркĕвĕнче, Ял хуçалăх министерствин «Нива» Вĕренÿ центрĕ» директорĕ Николай Якимов Шĕмшешри Троицки чиркĕвĕнче пулчĕç. Çурçĕр çитиччен чиркÿре кĕлĕ вуларĕç, ун хыççăн чан сассисемпе тата Христос Чĕрĕлнин палăртса, Библи кĕввисемпе юрă юрласа чиркÿ йĕри-тавра турăшсем йăтса çаврăнчĕç. Турă çуртне килнисем Мăнкунри ирхи кĕлĕсене те çав тери йышлăн хутшăнчĕç.

Мăнкунри службăн тепĕр уйрăмлăхĕ вăл - чиркÿсенчи священниксем кĕлĕсем вăхăтĕнче темиçе тĕрлĕ тум (хура тĕссĕр пуçне - авт.) улăштарни. Кашни тĕсĕн вара хăйĕн пĕлтерĕшĕ.

Священниксем алтарь умĕнче кĕлĕ вуланă хыççăн касса вакламан çăкăра сăвапларĕç. Кĕлĕ вĕçленсен Турă çуртне килнĕ мĕнпур çынна: «Христос Чĕрĕлнĕ!» - тесе саламларĕç.

Мăн асаттесемпе асаннесем мĕн ĕлĕкренех Мăнкун кун хĕвелпе танах ура çине тăма сĕннĕ. Çак кун «хĕвел те ташласа» тухнине палăртнă. Хĕвел выляса та ташласа тухсан çулталăк ăнăçлă пуласссине пĕлтернĕ. Тыр-пул пысăк тухăç парать, туйсем нумай пулаççĕ тенĕ. Мăнкун кашни çемьенех телейпе юрату, ăнăçу парнелетĕр, пур çĕре те тăнăçлăх илсе килтĕр.

Э.ЭЛИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика