18 апреля 2017 г.
Апрелĕн 13-мĕшĕнче, кĕçнерникун, Патшалăх Думинче «Единая Россия» фракцин ертÿçин пĕрремĕш çумĕ, Пĕтĕм Раççейри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Конгресĕн президенчĕ Виктор Кидяев ертса пынипе «çавра сĕтел» иртрĕ.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов йыхравланипе унта Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен администраци пуçлăхĕсем тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Правлени председателĕ - Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов та хутшăннă.
- Калаçу чăнахах та тухăçлă иртрĕ, чылай çĕнĕ информаци пулчĕ. Чăваш Республикин муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе çĕршывра малашлăхра вырăнти хăй тытăмлăхне аталантармалли çул-йĕре палăртрăмăр. Патшалăх Думин «Единая Россия» фракцин ертÿçин пĕрремĕш çумĕ, Пĕтĕм Раççейри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Конгресĕн президенчĕ Виктор Кидяев пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта Конгресс муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕсемпе пĕрле РФ Правительствине валли Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх çинчен Доклад хатĕрлеме пуçлани çинчен пĕлтерчĕ, - терĕ «çавра сĕтел» ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май Леонид Черкесов. Асăннă доклада хатĕрлес ĕçе муниципалитет пĕрлешĕвĕсен 73 Канашĕ хутшăннă, вăл шутра Чăваш Енри муниципалитет пĕрлешĕвĕн Канашĕ те.
Çак мероприятин ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕлешĕвĕсен Канашĕн Правлени председателĕ - Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов кунта муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ĕç-хĕлĕн тĕп енĕсене палăртнине пĕлтерчĕ. Асăннă çул-йĕр вара вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне тухăçлăрах йĕркелеме май парĕ, финанс çирĕплĕхне ÿстерме пулăшĕ.
Хамăр инф.