АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасенчен - Мăнкун парни

18 апреля 2017 г.

Ачасенчен - Мăнкун парни

Христос чĕрĕлнĕ куна - Мăнкуна - пысăк праçник, уявсен уявĕ тетпĕр. Çулталăкри чи çутă уява кĕтсе илме аслисем тĕплĕн хатĕрленнĕ, вĕсемпе пĕрлех ăна кĕçĕннисем те чăтăмсăррăн кĕтнĕ. «Тепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕ», - тесе пĕр-пĕрне саламланă, хĕрлĕ çăмарта çитернĕ.

Элĕкри Таса Турă Амăшĕн чиркĕвĕ çумĕнчи вырсарни шкулне çÿрекенсемшĕн Мăнкун уявĕ тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăмпа паллă. Вĕсем Элĕк салинчи ача сачĕсенчи тантăшĕсене тата ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсене йыхравласа 3-мĕш çул ĕнтĕ «Мăнкун савăнăçĕ» пултарулăх фестивальне хутшăнаççĕ. Христос чĕрĕлнишĕн савăнса юрă хыççăн юрă янăрарĕ Элĕкри культура çурчĕн сцени çинче. Хур акăшсем çинчен юмах лартса, чăх чĕпписем çинчен ташласа кăтартрĕç маттурскерсем.

Вырсарни шкулĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ фестиваль çулран-çул вăй илсе пыни куç кĕрет. Ачасем те сцена çинче хăйсене хăюллăрах тытма пуçларĕç, ăсталăх шайĕ те туптансах пырать. Педагогсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те ĕçе кÿлĕнни ачасене шанăç парать. Залра пухăннă куракансем хушшинче те чи çывăх çынсем пулни хавхалантарать. Атте-анне ăшă кулă парнелени, кашни номере алă çупса йышăнни темĕнле хаклă парнерен те хаклăрах. Ачасем çакна чунпа туйса илчĕç пулĕ.

Фестивале пухăннисене çак кун Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ Виктор Муравьев протоиерей саламларĕ, пурне те Турă хăвачĕпе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çавăн пекех ал ĕç ăстисен конкурсне хутшăннă ачасене чысларĕ. Ку конкурсра чи кĕçĕнни Евгения Леонтьева пулчĕ, унăн аппăшĕсем Ульянăпа Фатиния та пултарулăхпа палăрчĕç. Çавăн пекех Максимпа Мария Силинсен, Дарья Тихонова, Ксения Суранова, Настя Соколова ĕçĕсене палăртрĕç. Фестиваль савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ, кунта хутшăнакансемшĕн те, кураканнисемшĕн те чăн-чăн Мăнкун парни пулчĕ.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика