21 апреля 2017 г.
Мĕн ĕлĕкренех Раççейре çуркунне çитсен ăшă енчен килекен кайăксене тивĕçлипе кĕтсе илме тăрăшнă. Ача-пăча çеç мар, тĕрлĕ çулсенчисем çуркунне çитесси çинчен хыпарлакан шăнкăрчсене валли вĕллесем хатĕрленĕ. Кашни шăнкăрч çемйинех ятран «çурт» пултăр тесе тăрăшнă.
Пирĕн Çĕнкас Юнтапа ялĕнче ку йăла çулсем иртсен те çухалман тесен те йăнăшмăп. Çулсеренех чылай çемьере шăнкăрч вĕллисен шучĕ ÿссе пырать. Кăçал çак ĕçе уйрăмах ялти çамрăксем хастар хутшăннине палăртмалла. Шкул пĕтерсе ялтан тухса кайнă, халĕ Шупашкарта, Мускавра ĕçлесе пурăнакан тата вĕренекен яш-кĕрĕм ку енĕпе ятарлă акци йĕркелерĕç. Апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче Евгений Александров, Тимур Никоноров, Артем Александров, Димитрий Ефимов, Максим Андреев темиçешер шăнкăрч вĕлли хатĕрлерĕç. Çамрăксем вĕсене Çĕнкас Юнтапа çывăхĕнчи Хыр вăрманне кайса çакрĕç. Тÿрех палăртам, ыт ахальтен суйламан-ха ялти хастарсем çак вырăна. Вĕсем кунта темиçе çул каяллах ятарласа кану вырăнĕ йĕркеленĕччĕ, кунта тасалăхпа илемлĕх йĕркелессине хăйсем çине илнĕччĕ. Ял çамрăкĕсем ытти обществăлла ĕçсенче те хастар пулнине палăртмалла.
Шăнкăрч вĕлли хатĕрлессипе районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекен Александр Арсентьев та ăста пулнине асăнмалла. Вăтам çулсенчи арçын кашни çулах илемлĕ юррипе тыткăнлакан вĕçен кайăксен вĕллисене çĕнетсе тăрать. Ку тĕлĕшпе 73-ри Михаил Серафимов та çамрăксенчен юлмасть, унăн кил картинче те çулсеренех шăнкăрч-сен темиçе çемйи çу каçать.
Сăмах май, Çĕнкас Юнтапа ялĕнче пурăнакансем ахаль те хастарлăхпа палăрса тăраççĕ. Кунти илемлĕх хамăртан килнине пурте аванах туятпăр. Чылай ĕçе ушкăнпа пурнăçлатпăр. Пĕлтĕр тунă ĕçсенчен чи пĕлтерĕшли - килĕрен укçа пухса ял пуçĕнчи пĕвене тасатни. Эмма Ефимова вырăнти депутатпа килĕштерсе ĕçлени чылай ыйтăва татса пама май парать.
Георгий НИКОНОРОВ,
Çĕнкас Юнтапа ял старости.