28 апреля 2017 г.
Инвалидсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлес, вĕсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтусем яланах малти вырăнта тăраççĕ.
Ĕç тупса кун-çула тытса пымашкăн пултарни инвалидсене тăнăçлăх кÿрет, пултарулăха аталантарма тата хăй обществăн уйрăлми пайĕ пулнине чунпа туйса илме май парать. Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе ирттернĕ канашлура палăртнă тăрăх, тепĕр виçĕ çултан вăй питти ÿсĕмри кашни иккĕмĕш сусăра производствăра вăй хумашкăн май сем туса парĕç.
2017 çул вĕçленнĕ тĕле кашни виççĕмĕшĕн ĕçе кÿлĕнес шанчăк пур. Халĕ республикăра 85 пине яхăн инвалид пурăнать. Ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн кăçал 295 предприяти-организацире инвалидсене валли 334 вырăн йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех вĕсем валли вакансисен ятарлă банкне йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра унта 300 ытла пушă вырăн.
Раççей Федерацийĕн май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçа кĕртессипе ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тÿпи те пур. Элĕкри ĕçпе тивĕçтеркен центр ертÿçи Алина Петрова палăртнă тăрăх, 2016 çулта 13 инвалид ĕç шыраса пынă, вĕсенчен 8-шне ĕçпе тивĕçтернĕ.
В.НИКИФОРОВА.