03 мая 2017 г.
Элĕк райповĕ хатĕрлев ĕçĕнче Чăвашпотребсоюзра тата Раççейри Центросоюзра малта пыракансенчен пĕри пулнăран кунта райпо тытăмĕнче хатĕрлев ĕçĕнче тăрăшакансемпе республикăри канашлăва ирттернĕ. Унта хутшăнакансене Элĕк райповĕн пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлĕ çинчен каласа панă. Хатĕрлев ĕçне шкул ачисене, ĕçсĕррисене, тивĕçлĕ канурисене явăçтарнине палăртмалла. Çулсеренех вĕсем эмел курăкĕсем пуçтарса килсе параççĕ: шапа хупаххи, чăрăш тăрри, хурăн çулçи, чĕкеç курăкĕ, сар çип ути, шур тăрăллă хыт курăк. Ку енпе хатĕрлевçĕсем çулсеренех республикăра та, Раççей шайĕнче те мала тухаççĕ. Районти суту-илÿ предприятийĕсен кĕтесĕсенче тулли информаци вырнаçтарнă, чĕртавар хакĕсене палăртнă. Февраль уйăхĕнчен Чăвашпотребсоюз чăх чĕпписем сутассине те йĕркеленĕ.