03 мая 2017 г.
Çурхи кун çулталăк тăрантарать. Тин кăна хĕл ыйхинчен вăранакан тавралăх хресчене уй-хирелле чĕнет. Акă хресчен-фермер ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçченĕсем техникăсене тапратса хĕрÿ ĕçе пуçăнчĕç. Ăшă кунсем тăнăран çĕр те пулса çитнĕпе пĕрех. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсен уйĕсем хĕрÿ ĕç шавĕпе тулнă та ĕнтĕ. «Хурçă утсем» ăмăртмаллах çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. Районта вара чи пĕрремĕш «Алмаз» общество пĕр тăхтаса тăмасăрах пур хуçалăхран та малтан уй-хире васкарĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров «Алмаз» обществăна тата «Новый путь» хуçалăха çитсе çур аки ĕçĕсен лару-тăрăвĕпе паллашрĕç.
«Алмаз» общество кăçалхи çур пурĕ 700 гектар çинче тĕш тырă культурисене акса хăварма палăртнă. Майăн 2-мĕшĕ тĕлне илсен кунне, кунта 120 гектар çинче урпа акса хăварнă та ĕнтĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ те пĕчĕкех мар - пĕтĕмпе 180 гектар йышăнать.
Кĕр калчисене сÿрелес ĕç те пырать. Унпа пĕрлех çурхи тырра акма çĕр хатĕрлессине те вăйлатнă. Тыр-пул туса илес енĕпе ĕçлекен хуçалăхра паянхи куна виçĕ трактор çурхи ĕçсене пурнăçлать. Вĕсенчен пĕри çĕре кăпкалатать пулсан, 2-шĕ акара тимлеççĕ. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Вĕсемпе тăватă механизатор тăрăшулăх кăтартаççĕ. Общество ертÿçи Г.Денисовпа ывăлĕ те пĕрле ака-суха ĕçне тÿрремĕнех хутшăнаççĕ.
Паха вăрлăх хатĕрлессипе кунта хĕл кунĕсенчех тăрăшнă. Минераллă удобрени кÿрсе килесси те вăхăтра пурнăçланнă. Çур акине ирттерме кăçал ăна 70 тонна ытла туянса хунă.
«Новый путь» хуçалăхăн уй-хирĕнче те ĕç вĕреме пуçланă. Майăн 2-мĕшĕ тĕлне кунта 150 гектар çĕр çинче кĕрхи калчасене имçамласа тухнă. Агрегатсем 145 гектар çинче çурхи тĕш тырă культурисене акма тата нумай çул ÿсекен курăкăн 150 гектар лаптăкне сÿрелеме ĕлкĕрнĕ.
Çур аки ĕçĕпе интересленнĕ май Александр Николаевич хуçалăхри механизаторсен çуртĕнче те пулса курчĕ. Аса илтеретпĕр: унта специалистсен, медицина ĕçченĕн кабинечĕсем, хăрушсăрлăх техникипе ĕç сыхлавĕн кабинечĕ тата общежити тума пуçăннă.
Çак кунсенче хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе ытти ял хуçалăх предприятийĕсен уйĕсенче те ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Уйрăмах А.Григорьев, Ю.Никифоров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ĕç ăнăçлă пулса пыни курăнать. Пĕтĕмĕшле 9 хуçалăх çур акине тухнă. Çавна май районти хуçалăхсенче 485 гектар тырă акни паллă.
А.Силивестрова.