АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем умĕнче эпир ĕмĕр парăмра

03 мая 2017 г.

Çĕнтерÿ кунĕнче çынсен куçĕсенчен куççуль тухни те ахальтен мар, мĕншĕн тесен вăрçă кашни çемьене пырса тивнĕ. Вăйпитти арçынсем çапăçу хирĕнче тăшманпа çапăçнă, паттăрлăх кăтартнă, юн тăкнă, пуç хунă. Тылра вара вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Элĕкри тĕп библиотекăра Ваттисен шкулне çÿрекенсем «Тыл ĕçченĕсене çĕре çити тав» тĕлпулу каçĕ ирттерчĕç. Çак тĕл-пулăва вăрçă асапне тÿснĕ çынсем пухăнчĕç. Вĕсен çÿçне çулсем кăна кăвакартман. Ветерансем вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ, тылра хăйсен сывлăхне шеллемесĕр ĕçленĕ, юнлă вăрçă хирĕнче çывăх çыннисем пуçне хунă текен хыпар вĕсен чĕрине ыраттарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă тĕле çак тĕлпулăва пухăннисенчен чылайăшĕ 12-15 çулхи ача кăна пулнă. Вĕсен ашшĕсем, пиччĕшĕсем вăрçа тухса кайнă, килĕсенче юлнă ача-пăча аслисемпе тан уй-хирте, фермăра ĕçленĕ, темле йывăр пулсан та шкулта пĕлÿ илнĕ.

Вăрçă вăхăтĕнчи нушаллă çулсене куççульпе аса илчĕç ветерансем. Библиотека ĕçченĕсем «Çĕнтерĕве çывхартнă паттăрлăх» презентаци хатĕрленĕ, унта Самушка ялĕнче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕн Мирон Ефимовăн паттăрлăхĕпе паллаштарчĕç. Мероприяти нумайăшĕн асĕнче юлĕ. Вăрçă çулĕсене чăтса ирттернисем умĕнче эпир ĕмĕр парăмра.

В.НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика