АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вилĕмсĕр полк» ăрусене пĕрлештерет

05 мая 2017 г.

«Вилĕмсĕр полк» ăрусене пĕрлештерет

Чăваш Ен кăçал Пĕтĕм тĕнчери «Вилĕмсĕр полк» акцие пиллĕкмĕш хут хутшăнма хатĕрленет. Унăн тĕллевĕ - Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнисен паттăрлăхне асра хăварасси. Çĕнтерÿ кунĕнче çамрăксем те, аслăрах çулхисем те - кăмăл пуррисем - вăрçăран таврăнайман е мирлĕ вăхăтра вилнĕ çĕнтерÿçĕ фронтовиксен сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса урам тăрăх колоннăпа утса иртме пултараççĕ.

Çакнашкал акцисем çитĕнекен ăрăва çĕршыв историйĕпе тĕплĕнрех паллашма, тăшманпа çапăçма хутшăннă тăванĕсем пирки ытларах ыйтса пĕлме тата тĕрлĕ çĕрте информаци шырама хистеççĕ, вĕсен патриотизм туйăмне вăйлатаççĕ.

Пирĕн районта та асăннă акци çулсерен вăй илет. Элĕк салин урамĕпе аслисемпе танах шкул ачисем те тăванĕсен портречĕсене йăтса мăнаçлăн утаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика