АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Велочупу иртнĕ

12 мая 2017 г.

Велочупу иртнĕ

Çитĕнсе пыракан ăрăва çарпа патриотла воспитанине парас тĕллевпе тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине халалласа майăн 8-9-мĕшĕсенче районта «Солнце на спицах» велосипедистсен клубĕн чупăвĕ иртрĕ. Ăна кăçалхипе 13-мĕш хут ирттернĕ. Кăçалхи велочупăва Совет Союзĕн Геройне, «С-13» шыв айĕнчи кимĕн командирне Александр Маринескăна халалланă. Велосипедистсене Элĕк Ен чиккинче район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин тата ачасем кĕтсе илнĕ. Хăнасем Чăваш Сурăмĕнчи таврапĕлÿ музейĕнче пулнă, палăк умне чечексем хунă. Хыççăн Элĕк салине, Ехремкасси ял тăрăхне çитнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика