АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çара кайма вăхăт çитрĕ

16 мая 2017 г.

Çара кайма вăхăт çитрĕ

Çурхи призыв тапхăрĕ те çитрĕ ĕнтĕ. Çавна май Элĕк салин тĕп урамĕпе пулас салтаксем юрăсем шăрантарса карталанса утнине курма пулать. Вĕсем тус-юлташĕпе, çывăх çыннисемпе сывпуллашса çĕршыва сыхлама ăсанаççĕ. Служба çулталăк кăна тăсăлать пулин те ашшĕ-амăшĕн чĕрине хытах пăлхатать ĕнтĕ çакă. Апла пулин те хăйĕн тĕпренчĕкне хĕсмете ăсатмалла. Кашни яш-кĕрĕмĕн ку пысăк тивĕç-çке.

Çĕр службине тăма хатĕрленнĕ çамрăксем тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр те тухнă ĕнтĕ. Вĕсен тăван килĕпе сывпуллашса хăш кун салтака каймаллине те палăртнă. Акă майăн 12-мĕшĕнче çурхи призывра çара кайма хатĕрленнĕ каччăсем Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулне пухăнчĕç. Çак кун Раççейре 1992 çултанпа Призывник кунне ирттереççĕ. Кунта алла повестка илнĕ 19 яш килнĕ. Пĕтĕмпе вара çар ретне тăма 23-ĕн тивĕç. Тĕрлĕ çĕрте техникум пĕтернĕ е ĕçлекеннисен чăтăмлăха тĕрĕслекен хăнăхтарусене пурнăçлама тиврĕ. Унччен вара салтак ячĕ тухнисене Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков Призывниксен кунĕпе саламларĕ. Çарпа çыхăннă хушма пĕлÿ пирки каларĕ, çирĕп дисциплинăна пăхăнмаллине те палăртрĕ. Унтан пулас салтаксем спортзала çул тытрĕç. Кунта кашниех çан-çурăм пиçĕхлĕхне, спортпа туслă пулнине çирĕплетсе кăтартрĕ. Вĕсем кире пуканĕ йăтрĕç, турник çинче туртăнассипе вăй виçрĕç, автомата вăхăтпа салатса пуçтарчĕç, тĕрлĕ дистанцисенче чупрĕç. Призывниксен тÿсĕмлĕхне, спортпа туслă пулнине çирĕп- летме çăмăл мар. Патвар та вăйлă çан-çурăмлисемшĕн кăна кашни кун пурнăçламалли задани пек туйăнать çакă.

Уява пулас салтаксене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов, «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев, Элĕкри Таса Турă Амăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Виктор Муравьев протоиерей хутшăнчĕç. Вĕсем призывниксене салтакра ăнăçу сунчĕç, салтак тивĕçне чыслăн пурнăçласса шаннине пĕлтерчĕç.

Виктор протоиерей яш-кĕрĕме пиллесе асăнмалăх пĕчĕк турăшсем парнелерĕ. «Çамрăкăн çара лексен хăш-пĕр йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет. Кирек епле лару-тăрура та Турра кĕл тума, унран пулăшу ыйтма ан манăр. Сире яланах Турă сыхлатăр», - терĕ вăл.

«Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев каччăсене çар пурнăçра чăннипех те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса вĕсене хăюлăха, паттăрлăха нихăçан та çухатмалла маррине тата никамран та хăраса тăмалла маррине пĕлтерчĕ. Çар службине тивĕçлĕн вĕçлеме чăтăмлăх сунчĕ. Хыççăн Элĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ Иван Никифоров вĕренекенсемпе пĕрле çарпа çыхăннă чуна витерекен юрăсене шăрантарчĕç. Юлашкинчен Владимир Казаков чăтăмлăхпа вăй-хала спортра маттур пулнине тĕрĕслекен ăмăртусенче хутшăнса мала тухнисене Хисеп хучĕсем пачĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика