16 мая 2017 г.
«Çемье - патшалăх чаракĕ», - тенĕ И.Я.Яковлев хăйĕн халалĕнче. Унăн пĕлтерĕшĕ паян та пысăк. Çыннăн тавракурăмĕ шăпах çемьере йĕркеленет, унтах вăл хăйне пурнăçра кирлĕ ăс-хакăла ăша хывса ÿсет. Эпир каярахпа хамăр пурнăç тăршшĕнче мĕнлерех туясси те чылай чухне çемьери тăнăçлăхран килет. Çĕр çинче кирек камшăн та çемье малти вырăнта тăрать. Чи çывăх çынсем хушшинче çеç ăшă та хăтлă.
Мăн Вылă ялĕнче пурăнакан Эльвира Кондратьевăшăн та çемье яланах малти вырăнта. Вăл çумра чи çывăх та хаклă çынсем, тăвансем пулсан хăйне чăннипех те телейлĕ туйнине палăртать. «Ачамсемпе мăнуксем çумра таса та сывă пулсан чун та вырăнта. Сывлăх, савăнăç, ăнлану тата ытти лайăх туйăмсем пулсан çемьере телей хуçаланать, - палăртать Эльвира Степановна.
Çемье хÿттисĕр, пулăшăвĕсĕр ача нихăçан та йĕркеллĕ çитĕнеймест. Çемьесĕр çыннăн пурнăç тĕллевĕ те çук. Унта пурнăç илемĕ, кăмăл-сипет управçи. Кондратьевсен çемйинче яваплăх та, тăрăшулăх та, ĕçченлĕх те, юрату та тĕп вырăнта тăраççĕ. Вĕсем 1979 çулта пĕр çемье тĕвĕленĕ. Эльвира Степановнăпа Виктор Николаевич 3 ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ вĕсене 5 мăнук пурăнма хавхалантарса тăрать. Надеждăпа Эльвира кинĕсем те вăр-вар та çаврăнăçуллă. Çемье вучахне упракан кил хуçи хĕрарăмĕ яланах яваплă ĕçсенче тимленине те палăртма кăмăллă. Ĕç стажĕ унăн чи малтанах çыхăну уйрăмĕнче пуçланнă, хыççăн «Перекет кассинче» вăй хунă. Эльвира Степановна 10 çул ял советĕнче тăрăшнă, унтан вара «Росгосстрах» страхлав компанине агента вырнаçнă. 22 çул ĕнтĕ вăл çынсен пурнăçне тата кил-çуртне инкек-синкекрен страхлать. Кил хуçи арçынĕ чылай çул Мăн Вылă шкулĕнче автобус водителĕнче тимленĕ. Пĕр вăхăт ют хуласене ĕçлеме çÿренĕ, халĕ вăл тивĕçлĕ канура.
38 çул пĕрле пурăнакан мăшăр çемье мулран та, чапран та хаклине пĕлтерет. Туслă та ĕçчен çемье тесе калас килет вĕсем çинчен. Ахальтен мар ĕнтĕ Иван Яковлевич Яковлев сăмахĕсем аса килеççĕ: «Туслă çемье - çĕршыв тĕрекĕ». Тĕрĕсех каланă вăл. Çемьене упрасан, вăл çирĕп пулсан пурнăçри йывăрлăхсене те çăмăллăнах ирттерме пулать. Çывăх çынсен ăшши хуйха-суйха мантарать, шанăç парать.
Çемье туслăхпа килĕшÿ, сăпайлăхпа ĕçченлĕх енчен палăрса тăрать. Аслă ывăлĕсем ашшĕпе амăшĕн çуначĕ айĕнчен тахçанах вĕçсе тухса кайнă ĕнтĕ, кашнин хăйĕн çемйи. Кондратьевсен кĕçĕн ывăлĕ Геннадий салтакран килнĕ хыççăн районти 25-мĕш пушар хуралĕнче тимлет. Ашшĕпе амăшĕшĕн вăл чăн пулăшуçă.
Кондратьевсен çемйи ĕçченлĕхпе кăна мар, пултарулăхĕпе те палăрса тăрать. Юрă-ташăра та маттур вĕсем. Кил хуçисемпе пĕрле ывăлĕсемпе кинĕсем тата мăнукĕсем темиçе çул каялла çемье ансамбльне те йĕркеленĕччĕ. Районти тата республикăри пултарулăх конкурсĕсенче те палăрнăччĕ Кондратьевсем.
В.СИВВИ.