АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи ĕç ăнăçу кÿрет

19 мая 2017 г.

Пĕрлехи ĕç ăнăçу кÿрет

Çур аки вăхăчĕ малалла пырать. Районти кашни уй-хир лаптăкĕ çинчех техника шавĕ илтĕнет. Хуçалăхсем çурхи тĕш тырă культурисене акса хăварассипе уяр кунпа усă курса ир пуçласа мĕн çĕрлечченех тăрăшаççĕ. Кун пек чухне пĕр пуçланă ĕçе хăвăртрах пĕтермесĕр предприятие ертсе пыраканăн кăна мар, рабочисем те канăç курмаççĕ. Ахальтен каламан ĕнтĕ çурхи кун çулталăк тăрантарать тесе.

Ытти ял хуçалăх предприятийĕсем пекех «Авангард» хуçалăх та ака-сухара. Ассакасси ялĕ çывăхĕнчи уйсенче ака агрегачĕсем умлă-хыçлă çĕр лаптăкĕсене çуртрисене акса хăварассипе тимлеççĕ. Ара, хĕрÿ тапхăрта пĕр ĕç тепринчен юлмалла мар-çке. Агрегатсем иртнĕ кĕркунне сухаласа хăварнă, халĕ пиçсе çитнĕ çĕрсене акана хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Ку тăрăхри ĕçсене маларах та вĕçлеме пулатчĕ, анчах çумăрлă çанталăк кăçал пурне те чăрмантарчĕ курăнать. Çав-çавах пĕрле кар тăрса ĕçлесен палăртнине пурнăçлама пулать. Тата пĕрлехи ĕç ăнăçу та кÿрет-çке. Чылай пысăк лаптăксем çинче вăхăтра акса хăварасси тимлĕх те ыйтать паллах. Культивацире яваплăха туйса Михаил Моисеев, Алексей Якимов механизаторсем ĕçлеççĕ. Унччен вара çĕре лайăх дисклани пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе Юрий Кузнецов механизатор тăрăшать. Лайăх кăпкалатса çемçетнĕ çĕр çинче пахалăхлă вăрлăх выртса юлнине мĕн çиттĕр; Сеялка кăкарнă «Беларусь» тракторсемпе Владимир Саввов, Алексей Еремеев кĕске вăхăтрах пĕр лаптăк çĕре тулă акрĕç. Акнă тырă уй-хирне им-çамлас ĕçре Эдуард Трофимов яваплă. Хĕрÿ тапхăр никама та ахаль лартмасть. Акă Петр Петров çамрăк пур çĕре те çитме ĕлкĕрет. Вăл техника мĕнле ĕçленине сăнаса тăнипе пĕрлех катокпа та уя тухать.      

Уй-хирте трактор шавĕ сĕм çĕрлеччен те чарăнмасть. Ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Сергей Петров пĕлтернĕ тăрăх, кăçал планра палăртса хăварнă 551 гектар çинче урпа тата тулă акса хăвармалла. Паянхи кунччен 29 гектар лаптăк çинче пăрçапа урпа хутăш акнă та ĕнтĕ. Çавăн пекех сĕлĕ 15 гектар çинче акса хăварасшăн. Тепĕр 52 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăк йышăнать. Унсăр пуçне 100 гектар ытла çу кунĕсенче выльăхсене кăларса çитермелли курăксем пулаççĕ.

Сергей Иванович удобрени çителĕклĕ хатĕрлесе хунине те палăртрĕ. Ăна 60 тонна туяннă кунта.

- Çанталăкĕ уяр тăрсан, пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлесен, техника тĕлĕшĕнчен чăрмав пулмасан çур акине ăнăçлă вĕçлессе шансах тăратăп, - палăртрĕ калаçăва вĕçленĕ май С.Петров.

Анжелика Силивестрова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика