АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăлах мар-ха почтальон сумки

19 мая 2017 г.

 Почтăн ятарлă автотранспорчĕ килессе кĕтсе тăратчĕç Ярхуньушкăнь ялĕнчи почта çыхăну уйрăмĕн заведующийĕ Валентина Воиновăпа Людмила Петрова, Галина Илларионовăпа Валентина Захарова почтальонкăсем. Хăнăхнă йăлапа хĕрарăмсем пĕр тăхтамасăр вĕсене илсе килсе панă хаçат-журнала, çырусене тата ытти тавара хăвăртах пÿлĕме йăтса кĕчĕç. Машина палăртнă вăхăта ытти почта çыхăну уйрăмĕсене çитмеллине тĕпе хурса кашни саманта шута илсе тимлеççĕ вĕсем. Тавара пушатса пĕтернĕ хыççăнах почтальонкăсем пĕр сумкине ял çыннисене валеçсе памалли пичет кăларăмĕсене чикеççĕ пулсан, теприне - ял çынни тăтăшах ыйтакан тĕрлĕ тавар.

Пире ĕнтĕ, редакци ĕçченĕсене, çырăнтару тапхăрĕнче уйрăмах «Пурнăç çулĕпе» хаçата мĕнле çырăнтарни, ял çыннин сĕнÿ-канашĕ пĕлтерĕшлĕ. Ярхуньушкăнь ялĕнчи почта çыхăну уйрăмĕ ку енĕпе япăх ĕçлет тееймĕн. 2017 çулхи пĕрремĕш çур çуллăхра район хаçатне кунта 120-е яхăн çемьере илсе тăраççĕ. Пичет кăларăмĕсем вулакан патне çитесси нумай чухне почтальонран килет. Вăл вулаканпа мĕнле çыхăнура пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Валентина Воинова заведующи палăртнă тăрăх, çырăнтару тапхăрĕнче кашни почтальонах тăрăшулăхпа палăрать. Сурăмпуç Мучикасси, Хурăнсур, Шуркасси ялĕсенче пурăнакансемшĕн Л.Петрова чи çывăх юлташ пулса тăнă ĕнтĕ. 10 çул ытла тимлет Людмила Ильинична почтальонра. Крымсарайкка, Лупашка, Чартак ялĕсене хаçат-журнал валеçекен Галина Илларионова та ку тытăмра çĕнĕ çын мар. Унчченхи çулсенче кашни килтех чăтăмсăррăн кĕтнĕ ăна. Тĕрлĕ сăлтавсене пула ĕçрен пăрахнă та, нумаях пулмасть каллех кунтах таврăннă. В.Захарова вара Ярхуньушкăнь, Сурăмварри ялĕсене хаçат валеçет, виççĕмĕш çул ĕнтĕ почтальонкăн йывăр сумкине йăтать.

Кирек епле ĕçри пекех почта çыхăну уйрăмĕнчи ĕç-пуç заведующирен нумай килет. Валентина Валериановна 7 çул çак тилхепене туртса пырать. коллектив туслă, пурте яланах пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр. Пысăках мар ушкăн хăйсен ĕçĕнче чи малтанах ял çыннин ыйтăвне тивĕçтерессине тĕпе хурать. Çавăнпа ял çыннисенчен вĕсем тĕлĕшпе пăшăрханса калаçни пулман. Çакă ĕнтĕ ĕç пахалăхне палăртакан лайăх кăтарту.

Почтальонăн тĕп тивĕçĕ - пичет кăларăмĕсемпе çырусене вăхăтра валеçесси. Кунсăр пуçне килтен питех тухса çÿрейменнисене хушма пулăшу та параççĕ - хаçат-журнал çырăнтараççĕ, çутăпа тата газпа усă курнăшăн укçа тÿлесе килсе параççĕ тата ытти те.

Анчах та паян почта çыхăну уйрăмĕсем кунпа çеç ĕçленипе тупăш илейменни те вăрттăнлăх мар-ха. Çавăнпа почта çыхăну уйрăмĕнче те, почтальонсем те çынсен кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕллевпе тĕрлĕ тавар сутассипе ĕçлеççĕ. Кунта япала çуса тасатмалли тĕрлĕ хутăшсем, кондитер изделийĕсем, тип çу, çăнăх, кил таврашĕнче кирлĕ ытти япаласем те çите- лĕклех. Ярхуньушкăнĕнчи почта çыхăну уйрăмĕн заведующийĕ Валентина Воинова пĕлтернĕ тăрăх, ял çыннисем кашни таварах хапăлласа туянаççĕ. Çавăнпа почтальонкăсен яланах йывăр сумка йăтса çÿреме тивет. Çăмăлах мар пулин те, почтальонсемшĕн вĕсен ĕçĕпе çынсем кăмăллă юлни пĕлтерĕшлĕ. Пĕччен пурăнакан ватăсемшĕн уйрăмах кĕтнĕ хăнасем вĕсем. Никампа калаçса чунне уçайманнисем почтальонкăсемпе сăмахласа тунсăхне сиреççĕ.

- Нумай хаçат-журнал çырăнакансене вара ятранах асăнас килет. Сăмахран, Ярхуньушкăнь ялĕнчи çичĕ теçеткерен иртнĕ Любовь Таланцева çулсеренех «Пурнăç çулĕпе» кăларăма илсе тăнисĕр пуçне тата 4-5 хаçат çырăнать. Лупашкари Петр Никандров та пирĕн чи çывăх юлташ. Ярхуньушкăнĕнчи Вячеслав Семьянин, Чартакри Михаил Григорьев тĕрлĕ пуç ватмăшсем илсе тăраççĕ. Ярхуньушкăнĕнчи Эльвира Ржанова çулсеренех тĕрлĕ чечек вăрри нумай çырăнса илет, - калаçăва вĕçленĕ май палăртать Валентина Валериановна.

Хаçат-журнал тухса тăнă чухне почтальонсем ĕçсĕр, вулакансем чун апачĕсĕр юлмĕç. Яланхиллех, темиçе вун-вун çул каяллахи пекех урампа пысăк сумкăсемпе иртĕç, вулакансем патне васкĕç.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика