26 мая 2017 г.
Уроксем хыççăн шкултан киле таврăнатăп. Çурхи çанталăкпа киленсе пыратăп. Сап-сарă хĕвел çĕр питне ачашшăн çупăрлать. Çÿлте, тÿпе айĕнче, тăри юрă шăратать, тăван енне ырă-сывă таврăннишĕн хĕпĕртет, çурхи куна мухтать. Анкарти хыçĕнче ÿсекен йăмрасем çинчен ула такка тăкăртаттарни илтĕнет. Тин çеç пичче туса çакнă çĕнĕ вĕллене шăнкăрч тусне кĕрсе курма ÿкĕтлет. Мĕн тĕрлĕ кăна сасă тума пĕлмест пулĕ вăл; Шапалла та авăтать, хур пек те кăшкăрать, сар кайăк евĕрлĕ те юрлать, хушăран чана сасси те, сурăх макăрнă сасă та тухать. Итле те - тĕлĕн çеç. Ытти вĕтĕ кайăк та хăйĕн юррине шăрантарать. «Ĕçле, ĕçле, ĕçле çи», е «Ни пичи çук», - тени этеме тем систерсе каланăнах туйăнать. Анчах, чим-ха, çапах тем çитмест тавралăхра...
Курак сасси! Курак сасси çитмест ялта. Иккĕмĕш çул килмеççĕ вĕсем пирĕн яла. Йăвисем (çирĕм çиччĕ таранччен шутласа кăларнăччĕ вĕсене) пуш-пушах çу каçаççĕ. Чĕпĕ таврашĕ сас памасть вĕсенче. Ашшĕ-амăшĕ вĕсем валли хурт-кăпшанкă шыраса утăмласа ана виçмест. Аслисем каланă тăрăх, пĕри вĕсене пăшал йăтса тухсах пенĕ. Чĕпĕсем пĕрмаях апат ыйтса кăшкăрни килĕшмен, имĕш ăна. Ваттисем: «Кайăк йăвине аркатаканăн хăйĕн те йăви арканать», - тени те çак ăссăрла ĕçе тума чарайман çак чунсăра.
Çапла, этем паян çĕр çинче чи вăйлă чĕрĕ чун. Çавăнпа пуçтахланатпăр, хамăртан вăйсăртараххисене ним айăпсăрах кÿрентерме тăрăшатпăр. Анчах çут çанталăк хамăра та пĕр шелсĕр тавăрма пултарасса аса ил те, этем, киревсĕр ĕçсем тăвиччен çичĕ хут шутласа пăх. Пăшал йăтса тухса çунатлă туссене периччен вĕсем валли хăтлă йăва туса йывăç çине çакса пар, хĕл пулсан сырăш тума, ун çине çимелли хума ан ман.
Анна СТРЕЛКОВА,
Мăн Ямаш шкулĕ, 8-мĕш класра вĕренекен.