АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăмпа пĕрле хакĕ те ÿснĕ

02 июня 2017 г.

Çуркуннехи тапхăрта чĕр тавар хакĕ йÿнелни ял çыннине хытах пăшăрхантарчĕ. Кĕске вăхăтрах хака чакарса лартни ял çыннине вырăна хуманнипех танлашрĕ, çавăнпах тавлашу çуратрĕ.

Ял çыннисен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса республика влаçĕсем сĕт ыйтăвне куçран вĕçертменни тата ăна тĕрĕслесе тăни пирки пĕрре мар сăмах пуçарнăччĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри сĕт хакне хăй йĕрлесе тăрасси çинчен ларусенче пĕрре мар каланă. Ял хуçалăх таварне туса илекенсем те Ял хуçалăх министрĕнчен Сергей Артамоновран сĕт хакне йĕркелесе яма ыйтнă. Канашлусем ирттернĕ тата вырăнти çынсемпе тĕл пулнă хыççăн лару-тăрăва татса пама шантарнă. Çапла майпа пĕр литр сĕт 15 тенкĕрен пĕчĕк пулмалла мар тесе йышăннă.

Çавăн пекех Чăваш Енри патшалăх ветеринарин тĕп инспекторĕпе Сергей Скворцовпа тата Чăваш Республикипе Чĕмпĕр облаçĕн Россельхознадзор управленийĕн ертÿçин çумĕпе Александр Андреевпа тĕл пулнă хыççăн Сергей Артамонов сĕт хакне кăна мар тата унăн пахалăхне, санитари тĕлĕшĕнчен йĕркене пăхăннине, çак ĕçе мĕнле тытса пынине çирĕп тĕрĕслесе тăма тĕллев лартнă.

Паянхи куна пĕр литр чĕр таварăн вăтам хакĕ респуб- ликăра 16,4 тенкĕпе танлашрĕ. Çакă пĕлтĕрхи тапхăртинчен 14 процент ытларах. «Паллах, çакă пĕтĕмпех кăмăла каймасть пулин те, çулсеренех çуркуннехи-çуллахи тапхăрта сăвăм         ÿснĕ вăхăтра сĕт хакĕ чакнине чăтăмлăн йышăнмалла, - тенĕ министр. - Енчен те кунпа килĕшмесен сĕт пуçтарас ĕçе кооператив йĕркелесе ярса ял çыннинчен тивĕçлĕ хакпа туянма тытăнмалла». Вăл палăртнă тăрăх, ку мелпе ĕçлесси пирки чĕр тавара пуçтаракансем шутлама тытăннă та ĕнтĕ.

Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче майăн 26-мĕшĕ тĕлне илнĕ кăтартусем тăрăх, районсенче пĕр литр сĕте 15-16 тенкĕпе йышăнни паллă. Пирĕн районта та иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан сăвăм ÿснипе пĕрлех хак та çирĕп-ленчĕ. Ăна халĕ ял çыннисенчен 14-15 тенкĕпе йышăнаççĕ.

А. СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика