02 июня 2017 г.
Шкулсенче вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ, юлашки шăнкăравсем янăрарĕç, кану вăхăчĕ пуçланчĕ. Ачасем çуллахи каникула ăçта та мĕнле ирттересси çинчен шутлаççĕ. Чылай ашшĕ-амăшĕ вара ку ыйтăва тивĕçлипе татса панă, тĕпренчĕкĕсен канăвне усăллă та интереслĕ йĕркелеме, лагерьсенче канма путевкăсем туяннă. Паян лагерьсенче вĕренекенсене канма тивĕçлĕ условисем туса панипе пĕрлех пултарулăхне аталантарма та, ăс-хакăлне çивĕчлетме те майсем çителĕклĕ.
2017 çулта республикăри сиплев компанийĕ вăхăтĕнче профильлĕ лагерьсем йĕркелеме палăртнă. Асăннă лагерьсенче канмалли путевка хакĕ 15 пин те 141 тенкĕпе танлашать. Хула тулашĕнчи сиплев лагерĕсен путевки 13 пин те 767 тенкĕ тăрать.
Çĕрпÿ районĕнчи «Звездный» ачасен сиплев лагерĕнче май уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 17-мĕшĕччен «2017 АРТ - фестиваль» профильлĕ смена ĕçлĕ. Ăна Чăваш Республикинчи хушма пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче - ачасен художество, ÿнер, пултарулăх центрĕсемпе çурчĕсенче вĕренекенсем валли йĕркелеççĕ. Шкул ачисем асăннă лагерьте культурăпа искусство тытăмĕнчи специалистсемпе пĕрле пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçе хутшăнаççĕ. Пултаруллă та çав тери çивĕч ăслă ачасем вара кăçал профильлĕ вĕренÿ сменине «Солнышко» ачасен сиплев лагерьне пĕрремĕш сменăна пуçтарăнаççĕ. Унта вĕсем май уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 19-мĕшĕччен ăс-тăна çивĕчлетмелли тĕрлĕ задачăсем шутлаççĕ, эссе çырма хăнăхаççĕ, олимпиада заданийĕсене пурнăçлаççĕ, тĕрлĕ сăнавсем, лаборатори тĕпчевĕсем ирттереççĕ. Кунта 6 - 8-мĕш классенче пĕлÿ илекен 100 ытла ача канĕ. Енчен те ашшĕ-амăшĕн ачине канма яма кăмăл пур пулсан районти вĕренÿ пайĕнче «Звездный» тата «Солнышко» лагерьсенче путевкăсем туянма пултараççĕ.
Çавăн пекех районти 9 шкулта лагерьсем ĕçлеççĕ. Чăваш Сурăмĕнчи, Питĕшкассинчи, Тавăтри, Мăн Вылăри, Ураскилтри, Шĕмшешри, Юнтапари, Мăн Ямашри вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекенсем шкул çумĕнчи лагерьсене июнĕн 1-21-мĕшĕсенче çÿреççĕ. Элĕкри вăтам шкулта вĕренекенсен лагерĕ июнĕн 10 - 30-мĕшĕсенче ĕçлĕ. Кăçал шкул çумĕнчи лагерьсенче пĕтĕмпе 526 ача канĕ, вĕсенчен 48-шĕ районти социаллă пулăшу паракан центр урлă сывлăхĕсене çирĕп- летĕç. Кусем йывăр тата нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă çемьесенче пурăнакансем. Шкул çумĕнчи лагерьсенче канакан тата сывлăха çирĕплетекен вĕренекенсене кунне икĕ хутчен 85 тенкĕлĕх апатлантарĕç. Ачасен канăвне кун пек майпа йĕркелеме вырăнти бюджетран 850 пин тенкĕ уйăрнă.
Людмила КУЗНЕЦОВА, районти вĕренÿ пайĕн аслă методисчĕ.