АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн турачĕ çук

02 июня 2017 г.

Шывăн турачĕ çук

Çу кунĕсем çитрĕç те аслисем те, ача-пăча та шыв хĕрне туртăнма пуçларĕç. Пĕвесемпе юхан шывсем илемĕпе тыткăнланипе пĕрлех этем умне хăрушлăх та кăларса тăратаççĕ. Çулсеренех пирĕн çĕршывра пĕвесемпе юхан шывсенче пине яхăн çын путса вилет, вĕсенчен 30 проценчĕ вара ачасем.

Çавăнпа та кашнинех шыв çинче хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла, тимлĕхе çухатма юрамасть. Аслисем çеç мар, нумай чухне ача-пăча та хăй ыттисенчен хытăрах тата инçерех ишме пултарнине ĕнентерес тĕллевпе аякка çити ишсе каять, тарăнрах чăмать. Кун пек хăтланусемпе эсир хăвăр ума хăрушлăх кăларса тăратнипе пĕрлех юлташсене те тĕрлĕ чăрмав кÿ-ретĕр.

Çавăнпа та пĕрремĕшĕнчен çакна асра тытмалла, ятарласа хатĕрленмесĕр тата пĕччен инçете ишме юрамасть.

Иккĕмĕшĕнчен, шывра нумай пулнăран кĕлетке çав тери шăнса каять, шăнăр туртса лартма пултарать.

Ятарласа шыва кĕме уйăрнă вырăнта анчах чÿхенсе илме юрать. Шыв айĕнче тĕрлĕ тунката, шĕвĕр чулсем пулма пултараççĕ, вĕсем çине тăрăнни пурнăçшăн хăрушă. Çакна яланах асра тытăр.

Шывра сывлав ритмне сыхласа хăварни те пĕлтерĕшлĕ. Ишнĕ чухне хăвăртлăха çав тери ÿстерме, 10-15 минутран ытлашши чÿхенме юрамасть. Çакă кĕлетке шăннине пула шăнăр туртасси патне илсе çитерет. Шăнăр туртнине ирттерсе яма пулать-ха, анчах та ку чухне ятарлă майсене пĕлмелле.

Шăнăр туртса лартсан чи малтанах ишев майне улăштармалла, çурăм çинче ишмелле. Иккĕмĕшĕнчен, алă пÿрнисем туртăннине туйсанах пÿрнесене хăвăрт тата пĕтĕм вăйпа чăмăра хуçлатмалла, хыççăнах алла аяккалла сулса янă пек хускану тумалла та чăмăра уçса ямалла. Ура хырăмĕн мышци туртса лартсан хуçланса икĕ алăпа та ыратакан ура лаппине ярса тытмалла, ăна вăйпа хăвăн паталла туртмалла.

Пĕçĕ мышци туртса лартсан вара урана чĕркуççирен аяларах, пăкăлчăкран, тытмалла та чĕркуççие хуçлатмалла, хыççăнах алăпа пĕтĕм вăйран ăна хыçалалла туртмалла.

Шывра ишекен умне шăнăр туртса лартнипе хăрушлăх тухса тăнисĕр пуçне шыв юхăмне лекни те инкек патне илсе çитерме пултарать. Ку чухне çухалса кайманни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Нихăçан та шыв юхăмне хирĕç ан ишĕр. Шыв юхăмне майлă ишсе, çыран хĕрне тухма тăрăшăр.

Енчен те шыва путакан ача е çын кăшкăрнине илтрĕр пулсан пĕр тăхтамасăр ăна сас парăр, вăл хăй пĕччен маррине, ăна пулăшакан пуррине туйтăр. Çакă инкеке лекнĕ çынна вăй-хал хушать. Май пур пулсан путакана хăвăртах шăчă, çип пăрахса памалла, пĕр-пĕр япала вĕçне тыттармалла. Пулăшу паракан çыннăн хăйĕн те лайăх ишме тата шыва чăмма пĕлмелле. Инкеке лекнĕ çынна çăлас тенĕ чухне вăл ярса тытасран хыçалтан ишсе пымалла. Енчен те путакан сире ярса тытсан шыва чăммалла. Вăл анса каясран шикленнипе сирĕнтен аллине вĕçертет, хыççăн ăна пулăшу памалла. Енчен те инкеке лекнĕ çын шыва ансах кайнă пулсан хăвăртах чăмалла та ăна шыраса тупма тăрăшмалла. Асăрхасан аллинчен е çÿçĕнчен тытса туртса кăлармалла.

Çакна та асра тытăр. Путма пуçланă çын сывлăш çитменрен сайра-хутра пулăшу ыйтма та пултараймасть. Енчен те инкеке лекнĕ çын сирĕн ыйтусем çине хуравлаймасть, нимĕн пĕлтерĕшсĕр пăхать пулсан ăна хăвăртах пулăшу памалла, çак ĕçе пурнăçлама 30 çеккунтран та сахалтарах вăхăт юлнă. Тин çеç ачасем шывра вылянăран шăв-шав тăнă пулсан, анчах та кăштахран ача-пăча сасси лăплансан çийĕнчех вĕсем патне васкăр, мĕншĕн шăв-шав чарăннине ыйтса пĕлĕр. Ачасене пĕчĕкренех шыва кĕме пĕччен е аслисемсĕр кайма юраманнине асăрхаттарăр. Аслисем ÿсĕрле чÿхенсе илме шутлани те ырри патне илсе çитермест. Сыхă пулнине нимĕн те çитмест.

Сергей ЕФИМОВ,

район больницин васкавлă

пулăшу уйрăмĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика