АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсене йĕркене кĕртеççĕ

09 июня 2017 г.

Çулсене йĕркене кĕртеççĕ

Çулсене кирлĕ пек тытса тăни - çынсен хăрушлăхĕ енĕпе уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та çанталăкăн пур условийĕсенче те вĕсене тивĕçлипе тытса тăрасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.   Çул-йĕр организацийĕсем чрезвычайлă лару-тăруран асăрхаттарас тата пĕлтерес, çулсем ишĕлес хăрушлăх ан пултăр тесе тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттереççĕ.

2017 çулта район территорийĕнче вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автомобиль çулĕсене 4 ялта тума палăртнă: Урпаш ялĕнчи Союз урамĕнче 0,725 километр, Тавăт ялĕнчи Колхоз урамĕнче 0,630 километр, Сурăмпуç Мучикасси ялĕнче 0,911 километр тата Элĕк салинчи Советски урамĕнче 0,510 километр. Çак ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 35,4 млн. тенкĕ уйăрнă. Халĕ Урпаш тата Сурăмпуç Мучикасси ялĕсенче строительство ĕçĕсене пуçланă та ĕнтĕ. Кунта хăйăр турттараççĕ, объектсене вак чул сараççĕ.

Элĕкри «Алиководорстрой» хупă акционерлă общество ĕçченĕсем те уяр кунпа пĕлсе усă кураççĕ. Кăçал 6392 тăваткал метр шăтăк-путăка сапламалла. Шафранчăк ялĕ çывăхĕнчи кĕпер умĕнчи тăпра анса кайнăран çул тикĕс мар. Çакă инкек патне илсе çитерме пултарать. Çакна тĕпе хурса çул-йĕр ĕçченĕсем ăна юсама тытăннă. Ку ĕçре Валериан Андреев, Александр Иванов, Александр Куртовский механизаторсем тăрăшулăх кăтартаççĕ. Виталий Никоноров «Амкодор» погрузчикпа ĕçлет. Герман Озеров асфальта вăхăтра турттарса тăрать. Вячеслав Кузьмин водитель, Юрий Иванов, Георгий Викторов, Сергей Иванов, Леонидпа Сергей Григорьевсем тăрăшулăхпа палăраççĕ. Арçынсемпе пĕр танах 17 çул çак ĕçре тимлекен Дина Владимирова та вăй хурать.

Рабочисем яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Вĕсем пурнăçлакан ĕç пахалăхĕпе водительсемпе пассажирсен, çуран çÿрекенсен пурнăçĕпе хăрушсăрлăхĕ, машинăсем чăрмавсăр çÿресси пĕр-пĕринпе тÿрремĕнех çыхăннă. Çул-йĕр ĕçченĕсем хăйсен умĕнче тăракан тĕллевсене çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе, хальхи йышши техникăна явăçтарса пысăк ăсталăхпа татса параççĕ.

М.ШОРИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика